АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă усман – çитĕнÿ тунă

30 октября 2013 г.

Алă усман – çитĕнÿ тунă

Иртнĕ эрне кун республикăра харăсах 15 районта Ял хуçăлăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунĕ иртрĕ. Йăлана кĕрсе пыракан йĕркепе вăл Тикаш ялĕнчи «Грачев С.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче сурăхсем усрамалли çĕнĕ витене уçнинчен пуçланчĕ. (Пĕлтĕр çак уяв Кивĕ Вĕренерти «Иванов Ю.Г.» хресчен(фермер) хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх усрамалли çĕнĕ фермăна уçнипе çыхăннăччĕ).

Тăван ялта тымар ярса тĕпленекен çамрăксем паянхи кун чăннипех те мухтава тивĕç тесен пĕрре те йăнăш пулмĕ. Ялта тĕрĕс-тĕкел пурнăçпа пурăнас тесе юлаканăн хăйĕн мĕн пур пуçарулăхне кăтартса, çанă таврăса вăй хума тивет. Пирĕн районта Тикаш ял тăрăхĕн çыннисем уйрăмах ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Çакна кунта çулран-çул аталанса пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çирĕплетсе параççĕ. «Грачев С.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ шăпах вĕсенчен пĕри. Кăçал Тикашра пурăнакан Сергей Геннадьевич «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 1 млн ытла тенкĕлĕх грант çĕнсе илни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ эпир.

Халĕ вара - районти ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕ тĕлне - çак грантпа еплерех усă курнипе паллаштармалли вăхăт çитрĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе С.Грачев кĕске вăхăт хушшинчех сурăхсем усрамалли вите хăпартса лартнă, МТЗ-82 трактор туяннă. Сурăхсен «Романовски» йăхне ĕрчетнĕ май вĕсен йышне çулран-çул ÿстерсе пыма шутлать фермер. Паянхи кун тĕлне кунта 50 пуç ăратлă сурăх-така. Выльăх-чĕрлĕхе хресчен (фермер) пуçлăхĕ пиччĕшĕпе пĕрле, Лев Геннадьевичпа, пăхаççĕ. Вĕсен амăшĕ, Лидия Тимофеевна та, ывăлĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.

Ял хуçалăх ĕçченне халалласа иртнĕ уяв кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, «Россельхозбанк» АУОн Чăваш Енри филиалĕн директорĕн заместителĕ Н.Федотов тата ытти яваплă çынсем С.Грачевăн хуçалăхне çитсе курчĕç, çĕнĕ витепе паллашрĕç.

Константин Владимирович «Грачев С.Г» хресчен (фермер) хуçалăхĕн çĕнĕ витине уçнă май унăн пуçлăхне С.Грачева саламларĕ, çакăн евĕр çитĕнÿ тунăшăн, ял аталанăвĕшĕн тăрăшнăшăн тав турĕ. Вăрмар районĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ район пулнине шута илсе патшалăх тĕрлĕ грантсем парса пулăшнă вăхăтра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарса пырассишĕн малашне те тăрăшассине палăртрĕ. Хресчен (фермер) пуçлăхне Н.Федотов саламларĕ, конкурса хутшăннă ытти кандидатсем хушшинче унăн хуçалăхне ăнăçлă ĕçлеме пултарнине кура суйланине палăртрĕ. Çавăн пекех Сергей Геннадьевича Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов саламларĕ. Каласа хăвармалла, Тикашра С.Грачевăн камран тĕслĕх илмелли пур. Вăл ял тăрăхĕнчи «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Анатольевичпа юлташлă, шкулта пĕр парта хушшинче ларнă иккен. Паян кун та пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ.

 

Малтанхи утăмсем

Çĕршывра «Фермер ĕçне пуçăнакан» программа хута кайни иккĕмĕш çул ĕнтĕ. Пирĕн республикăра та патшалăх пулăшăвĕпе усă курса фермер хуçалăхне йĕркелесе яракансен йышĕ хутшăнсах пырать. Пĕлтĕр 51 фермер конкурсра çĕнтерсе грант илме тивĕçнĕ. Çĕнĕ ĕçе пуçăнакансене 1 млн тенкĕ ытла пани сумлă пулăшу. Кăçал вара конкурспа 46 фермера суйласа илнĕ. Вĕсене пулăшма федераци бюджетĕнчен - 31,114 млн тенкĕ, республикăран 16,150 млн тенкĕ уйăрнă. Укçапа фермерсем выльăх-чĕрлĕх, техника туянаççĕ, ферма тăваççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика