01 января 2013 г.
2013 çул, Вăрмарти тĕп библиотека
03-19 Календаре уçсан: «Ăста прозаика Л.Маяксеме - 75 çул», «Ваççа Анниççине - 120 çул» куравсем.
03-10. Юмахсен тĕнчин уявĕ.
05. «Христос Раштавĕ» фильм презентацийĕ. 15 сех.
05-19 «Раштавран Кăшарни таран». Курав.
10. Вырăссен паллă генийĕ. Курав.
11. «Çын ури пусман тĕнче». Кĕнеке куравĕ. 13 сех.
17. Кĕçнерни кунхи право кунĕ. 15 сех.
19. «Турра шыва кĕртни». Видеокурав. 15 сех.
24. «В.Суриков художнике - 165 çул». Курав.
25. «Мария Ухсай прозаика - 90 çул». Литература портречĕ.
25. В.Высоцкие асăнса - «Вăл çынсене тĕрĕслĕхе юрă урлă каланă».
27. «Тĕлĕнтермĕш - Хĕл». «Сударушка» клубăн ларăвĕ. 14 сех.
Ача-пăча библиотеки
04. «Çуталчĕ çăлтăр, Христос çуралнă». Кĕнекесен куравĕ. 10 сех.
06. «Чÿрече умĕнче юр пĕрчисем ташлаççĕ». Вăйă сехечĕ. 12 сех.
08. Çветке уявĕсем. 11 сех.
09. «Турă çутипе Тĕнче çуталнă». Православи вулавĕсем. 13 сех.
10. «Буратино пĕтĕмпех пĕлет». Литература уявĕ. 11 сех. те 30 мин.
16. Пурне те пĕлес текенсен урокĕ. 10 сех.
17. «Ирĕклĕ калаçу» вăйă тренинг. 14 сех.30 мин.
20. «Канмалли куна кĕнекепе ирттеретпĕр». Çул çÿрев - вăйă. 13 сех. те 30 мин.
Вăрмарти Культурăпа кану центрĕ
01-03 Ачасен Çĕнĕ çул дискотеки. 10 сех.
07. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Раштав елки. 10 сех. 1, 2, 3, 6, 7 - уяв дискотеки. 20 сех.
13. «Кивĕ Çĕнĕ çул умĕн» конкурслă савăнмалли программа. 20 сех.
18. «Аслă Турра шыва кĕртни» тематика калаçăвĕ. 14 сех.
25. «Татьянăсен кунĕ». Студентсен кунне халалланă программа. 18 сех. те 30 мин.
Райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕ
04. Хĕл мучипе Юр пике призне çĕнсе илессишĕн тренерсем хушшинчи ăмăрту. (Спорт çурчĕ).
05. Сĕтел çинчи теннисла выляс енĕпе О.Порфирьев призне çĕнсе илессишĕн уçă турнир. («Илем» ФСК)
09. Хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинчи шашка турнирĕ. (Спорт çурчĕ).
07. Шывра ишес енĕпе ăмăртусем. («Илем» ФСК).
07. Пĕр тăван Хованскисен призне çĕнсе илессишĕн мини-футбол енĕпе ирттерекен Раштав турнирĕ. (Спорт çурчĕ).
07. Раштаври йĕлтĕр чупăвĕ.
08. Хоккеистсен ăмăртăвĕ. (Вăрмарти каток).