АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ тытăмĕн пуçламăшĕ

01 января 2013 г.

Вăрмар районĕнчи чылай шкул XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче, 1880-мĕш çулсем хыççăн уçăлнă. Кун пирки Чăваш патшалăх истори архивĕнчи тата Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнчи чăнлавсем ĕнентереççĕ. «Краткий отчет о состоянии церковно-приходских школ и школ грамоты Казанской епархии за 1891-1892 гг.» кĕнекере, «Материалы для истории народного образования. Казань, 1889 г.» тата ытти çулсенче ирттернĕ тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пирвайхи шкулсен кун-çулне йĕрлесе тухма пулать. Вăл вăхăтри пуçламăш вĕрентÿ тытăмне чиркÿ йĕркелесе пынине шута илсен, чи малтанхи шкулсем прихут çумĕнче е чиркÿ пур ялсенче уçăлнине палăртмалла. Акă, чăваш ялĕнчи чи пирвайхи прихут училищи пирĕн Вăрмар тăрăхĕнчех Пăртас ялĕнче 1807 çулхи августăн 10-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. 1845 çулта чиркÿллĕ Шăхаль, Кавал, Патти ялĕсенче те прихут шкулĕсем уçăлнă. 1867 çулта Хусан хулинче Çветтуй Гурий Тăванлăхĕ йĕркеленнĕ. Тăванлăхăн тĕп тĕллевĕ вырăс мар халăхсем хушшинче миссионерла ĕç илсе пырасси пулнă. Паллах, çак тĕллеве шкул урлă туса пыма майлăрах ĕнтĕ, çавăнпа миссионерсем тăрăшнипе чăваш ялĕсенче «Хут вĕрентекен шкулсем» (Школа грамоты) уçăлаççĕ. Патша правительстви уйрăм çынсене шкулсем йĕркелеме чарман, анчах ун пек шкулсем пĕлÿ парас енĕпе прихут шкулĕсенчен юлса пынă, мĕншĕн тесен иккĕмĕшĕсенче ятарласа вĕреннĕ çынсем: е пачăшкăсем, е вĕсен ачисем, е семинарисенчен учитель ятне илнисем ĕçленĕ. Чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев гимназист чухнех хваттерĕнче шкул уçать, кайран вăл аслăланса пынăçемĕн патшалăхăн вĕрентÿ тытăмне кĕрсе Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен тĕп шкул пулса тăрать. Сăмах майăн каласан, çав шкулта Вăрмар тăрăхĕнче 25-ĕн вĕренни паллă.

Унччен-ха...

Вырăс мар халăхсене хăйсен тĕнĕнчен, ĕмĕрхи культуринчен уйăрас тĕллев Хусан ханлăхне парăнтарнă хыççăнах тĕвĕленнĕ. Хаяр Иван Хусан архиепископне Гурие çапла хушу панă: «... учити младенцы не токмо читати и писати, но и читаемое право разумевати и да могут и иные научити и басурманы».

(Очерки истории, культуры дореволюционной Чувашии. - Ч., 1895, стр. 102).

Патша хушăвне пурнăçласа Хусанта тата Сĕве хулинче монастырьсенче çĕнĕ тĕне кĕртнĕ тутар, чăваш, çармăс, удмурт халăх ачисене вăйпах пухса хутла вĕрентме хăтланса пăхнă. Манахсем ачасене вулама, çырма, шутлама, тĕн йăли-йĕркисене, кĕлĕ калама, авалхи славян чĕлхине пултарма тата ăнланма хăнăхтарнă. Хресченсем хăйсен ачисене çавăн пек шкулсене илсе каяссинчен питĕ хăранă. Ара, вырăсла пачах та пĕлмен, ют йăла-йĕркесене ăнланман ачана тăван мар çĕрте мĕн лайăххи кĕтнĕ-ха; Нимĕн те!

Пĕрремĕш Петĕр патша тĕне кĕнĕ вырăс мар халăхсене хăйсен чĕлхипех вĕрентесси пирки çапла сĕнÿ панă: «... склонять владельцев и законников их к христианскому учению... И книги нужные перевести на их язык». (Очерки, 102 стр.).

1722 çулта Хусанта Зилантов монастырĕнче çĕнĕ крешĕн шкулĕ уçăлать. Унта вырăссемпе пĕрлех тутар, чăваш, çармăс, мăкшă, калмăк ачисем те вĕреннĕ. Ачасене вырăссемпе хутшăнман чухне тăван чĕлхепе калаçма ирĕк панă. 1732 çулта Сĕве хулинче те çĕнĕ крешĕн шкулĕ уçăлать. 1740-1773 çулсенче çĕнĕ крешĕн шкулĕсенче 380 чăваш арçын ачи вĕренни паллă.

Ачасене вăйпах çемьесенчен уйăрса пухнă. Пурăнмалли условисем питĕ начар пулнă, вĕрентÿ методики çуккине пула мĕнле вĕрентме пĕлнĕ çапла пĕлÿ панă. Пĕрремĕш çул вĕрентÿ вырăс тата славян чĕлхисемпе пынă, çавăнпа ачасене ăнланма тата вĕрентнине ăша хывма та питĕ йывăра килнĕ. Вĕрентекенсенчен чылайăшĕ ачасен чĕлхине пĕлмен, кĕнекесем çитмен. Шкулсенче «патак çитересси» йăлана кĕнĕ. Хусанти çĕнĕ крешĕн шкулĕсенче 1756-1758 çулсенче кăна 51 ача вилнĕ», - пĕлтерет «История Чувашской АССР. 1 т.» кĕнеке. (147 стр).

Чăваш хресченĕсем çĕнĕ крешĕн шкулĕсене «Тамăк шкулĕ», «Вилĕм шкулĕ» тесе каланă.

Чак ялĕнчи Владимир Алексеев ятлă ачана та Хусанти çĕнĕ крешĕн шкулĕнче вĕренме «телей» пÿрнĕ. Чăнлавсенчен çакă паллă: ачана 1762 çулта 7-ре чухне шкула илсе кайнă (вырăсла текстра «взят в школу» тенĕ). Унăн 1767, 1769, 1772, 1773 çулсенче пĕлÿ шайне тĕрĕсленисем сыхланса юлнă. «1767, 1769 çулсенче азбукăна тата часослова вĕреннĕ, псалтыре пуçланă. Айванрах,кахал (туповат, ленив).

1772 çулта кĕнеке вулама тата çырма вĕреннĕ. Юрлать, устава хăнăхать. Айван.

1773 çулта азбукăна, часослова, хăвăрт çырма вĕреннĕ. Кĕлĕсене юрлама хăнăхать. Ăнланать.

Хăш чĕлхесене пĕлет:

Пĕрремĕш çулхине вырăсла япăх.

Иккĕмĕш çулхине вырăсла сахал, тутарла.

Виççĕмĕш çулхине - вырăсла.

Пиллĕкмĕш çулхине - чăвашла тата вырăсла.

(Никольский Н.В. Çырнисен пуххи, 2 том, 17 стр.).

Владимир Алексеев Хусанти крешĕн шкулĕнче 11 çул пурăннă, вĕреннĕ. Вулама, çырма, вырăсла, тутарла калаçма хăнăхиччен мĕн чухлĕ тертпе асап витĕр тухман-ши вăл;! Мĕн чухлĕ «патак» çимен-ши;!

«Туповат» тени ача айван пулнине пĕлтермен ĕнтĕ, ара, тăван ялĕнчен, тăван килĕнчен, тăван ашшĕ-амăшĕнчен вăйпа уйăрса тĕрме евĕр шкула илсе кай-ха, пачах та пĕлмен-палламан тĕрлĕ чĕлхеллĕ ача-пăча, ют чĕлхепе калаçакан хура тумлă вĕрентÿçĕсем хушшинче мĕнлерех туйтăр-ха хăйне 7 çулхи мĕскĕн ача;!

Çĕнĕ крешĕн шкулĕсем 1800 çул тĕлнелле хупăнса пĕтеççĕ. Вĕсен усси сисĕнсех кайман, вĕренсе тухайнисем е чиркÿсенче вырнаçнă, е писаре тухнă, е куçарура тăрăшнă. Пултаруллисем духовнăй семинарисене вĕренме кĕрейнĕ, çапах та ун пек шкулсем, пирвайхи «чĕкеçсем» пулнине манар мар. Çав шкулсем вырăс мар халăхсене вĕрентес ĕçре тăван чĕлхепе анлăрах усă курмаллине, тăван чĕлхепе кăларнă вĕрентÿ тата вулав кĕнекисем кирлине систернĕ.

1861 çулта крепостла правăна пăрахăçласан, Раççей аталанăвĕ капитализм çулĕпе пыма тытăнать. Çакă çĕршыв пурнăçне пур енлĕн улăштарма хистенĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче те улшăнусем пулаççĕ. Унччен ялти шкулсем (сăмах вырăс мар халăхсен шкулĕсем пирки пырать) 1842 çулта кăларнă «О мерах к проведению благоустройства сельских приходских училищ в казенных селениях» саккуна пăхăнса ĕçленĕ. Анчах вăл тăван чĕлхепе вĕрентме ирĕк паман. Учителĕсем священниксем пулнă, ытларах тĕн саккунне, чиркÿ юррисене, арифметикăн тăватă действине вĕрентнĕ, вулава хăнăхтарнă. Тăван чĕлхене вĕрентменнине пула чăваш ачисем çакăн пек шкула çÿресшĕн пулман.

1864 çулта «Положение о начальных народных училищах» çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн çĕнĕ шкулсем уçма обществăлла учрежденисене те, уйрăм çынсене те ирĕк панă. Шкулсен ĕçне йĕркелесе тата тĕрĕслесе пыма уесри, кĕпĕрнери училищĕсен Канашĕ яваплă пулнă. Çапах та вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине чиркÿ, тĕн учрежденийĕсем çеç татса пама пултарнă, - тесе палăртнă «Очерки истории, культуры дореволюционной Чувашии» (Ч., 1985, 169 стр.) ятлă кĕнекере.

«1870 çулта вырăс мар халăхсене вĕрентессине Çут ĕç министерстви Хусан университечĕн профессорĕ Н.И.Ильминский системине туса пымалли йĕркене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн шкулсенче тăван чĕлхепе вĕрентме ирĕк панă. Вырăс мар халăхсем хушшинче христианствăна ытларах сарас тĕллевпе Хусанта йĕркеленнĕ «Братство святого Гурия» общество ялсенче шкулсем нумайрах уçма тăрăшнă», - тесе çырнă «История Чувашской АССР» кĕнекен 1-мĕш томĕнчи 219 страницăра. Н.И.Ильминский системи пуçламăш пĕлÿ паракан шкулсенче икĕ çул хушши тăван чĕлхепе вĕрентме май панă, малалла вара вырăсла çеç вĕрентнĕ. Ачасене тĕн историне, турă саккунне, тăван тата вырăс чĕлхисене, арифметикăна вĕрентнĕ, вулава хăнăхтарнă. Чăваш ачисен аллинче И.Я.Яковлевăн букварĕ, чăвашла куçарнă вулав кĕнекисем пулнă ĕнтĕ. Çавăнпа ялсенче уçăлакан çĕнĕ шкулсене çÿремешкĕн хресченсем хăйсен ачисене чарман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика