01 января 2013 г.
2012 çул та хыçа юлчĕ. Район аталанăвĕн историйĕнче вăл мĕнлерех пысăк пулăмсемпе палăрса юлчĕ-ха; Кăçал пурнăçа кĕртмелли плансем еплерех; Пирĕн корреспондент З.ПАВЛОВА Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.НИКИТИНПА тĕл пулса çакă тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
- Константин Владимирович, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен калаçнă май, мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçа кĕртме май килчĕ-и?
- Районăн 2012 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртмалла: эпир наци проекчĕсене - вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕç, пурăнмалли çурт-йĕр, апат-çимĕç - çын пурнăçĕн пахалăхне палăртакан тĕп пуянлăхсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Палăртма кăмăллă: Чăваш Республикинчи хуласемпе муниципаллă районсем хушшинче инвестици активлăхне палăртассипе ирттернĕ рейтингра пирĕн Вăрмар районĕ улттăмĕш вырăна тивĕçрĕ. Кашни отрасле уйрăммăн илес пулсан пирĕн кăтартусем курăмлă. Сăмахран, промышленноç производствинех илер-ха. Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцине тиесе янин калăпăшĕ 2012 çулта пурĕ 250,3 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă унчченхи çулпа танлаштарсан 103 процент пулнă. Çав шутран пĕчĕк тата вăтам предприятисем продукци туса кăларасси тата хăйсен вăйĕпе пулăшу ĕçĕсем 207 миллион тенкĕлĕх кÿнĕ, çакă унчченхи çулпа танлаштарсан 106 процент. Хăш-пĕр предприятисем ку енĕпе пысăк хăватпа ĕçлерĕç. Вĕсенчен пĕри - «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи. Вĕсен тиесе янă продукцин калăпăшĕ 207,8 процентпа танлашнă. «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă обществăн - 134,9, «Светлана» обществăн - 133,9, «Водоканал» обществăн - 109,9, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС» обществăн - 102 процент. Промышленноç производствин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕсем бюджетăн тупăш никĕсне палăрмаллах ÿсме, халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕсене ÿстерме пулăшрĕç.
- Çĕр - пире тăрантаракан, - тетпĕр. Вăрмар тăрăхĕ ял хуçалăх районĕ пулнă май «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ мĕнлерех пурнăçланса пычĕ?
- Пирĕн районта ял хуçалăх çĕрĕсем район экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕçсем малалла пыраççĕ. Иртнĕ çул 173 гектар ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. 2012 çулта пур категориллĕ хуçалăхсенче тĕш тырă - 26,2, çĕр улми - 70,6, пахча çимĕç - 4,8 пин тонна, хăмла - 38,1 тонна, аш какай - 3,82, сĕт - 15,91 пин тонна, çăмарта 6,5 миллион штук туса илнĕ. Çак ял хуçалăх продукчĕсене укçа çине куçарсан 1716 миллион тенкĕпе танлашать, ку вăл 2011 çулхипе илсен 106,6 процент пулать.
Тĕрлĕ шайри хуçалăхсем пурлăхпа техника базине çĕнетсе пыни те пысăк çитĕнÿсем тума май парать. Кăçал кăна ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 38 миллион та 138 пин тенкĕлĕх пурĕ 11 единица техника туяннă. Юлашки 5 çул хушшинче 1 гектартан илекен тĕш тырă тухăçĕ 25 центнерпа танлашнă. Хăмла плантацийĕсен лаптăкĕсем те çулран - çул ÿссех пыраççĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан ял хуçалăхĕ - экономика кăна мар, вăл пурнăçăн йăлана кĕнĕ йĕркине упраса хăварни, наци культурине, сывлăхне тата нацие хăйне сыхласа хăварни те пулать.
- Халăхăн социаллă пурнăçĕнче инфратытăм аталанăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Çурт-йĕр пулсан çемье тĕреклĕ, хăтлă. Иртнĕ çул миçе строительство объекчĕ хута кайрĕ?
- Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри çурт-йĕр тăвасси шутланать. 2012 çулта пур тĕрлĕ çăл куçсенчен капиталлă строительствăна 612,2 миллион тенкĕ хывнă, унчченхи çулпа танлашатарсан 102 процент пулать. Çав шутран 29920 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕнчи çĕнĕ 27 хваттерлĕ çурта хăпартас ĕç вĕçленсе пырать. Вĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, вăрçă паттăрĕсен тăлăх арăмĕсем, тăлăха тăрса юлнă ачасем, авариллĕ çуртсенче пурăнакансем пурăнма пуçлĕç.
«Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программипе килĕшÿллĕн 9 çемье валли пур тĕрлĕ бюджетсенчен 4 миллион та 573 пин тенкĕпе усă курнă.
ЧР «Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене йĕркелесси» Саккунĕн 11 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тата тăлăха тăрса юлнă ачасем валли çурт-йĕр туянма республика бюджетĕнчен 6 ача валли 5 миллион тенкĕ уйăрнă.
Нумай ачаллă çемьесене те патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май вĕсем валли республика бюджетĕнчен 3 миллион та 338 пин те 424 тенкĕ уйăрнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенчен пĕрне - Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула хăпартас ĕç пырать. Унăн смета хакĕ 111 миллион тенкĕпе танлашать. 2013 çулхи иккĕмĕш кварталта ăна хута яма палăртнă.
- Экономика аталанăвĕн тĕп шăнăрĕ - вак тата вăтам бизнес. Эсир вĕсен иртнĕ çулхи ĕçне мĕнлерех хак паратăр?
- Потребительсен рынокне таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тултарма пулăшакан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакан, харпăрлăхçăсен пысăк йышне йĕркелекен пĕлтерĕшлĕ çул-йĕртен пĕри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни шутланать.
2012 çулта районти юридици сăпатĕнче тăракан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре 122 предприяти, уйрăм çын предпринимательсем 754 шутланнă. Вĕсенче икĕ пин ытла çын тăрăшса вăй хурать, çакă район экономикин отраслĕнче тăрăшакансен пĕтĕмĕшле пайĕпе илес пулсан 44 процент шутланать. Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцине тиесе янин калăпăшĕ 2012 çулта унчченхи çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 38,5 процент чухлĕ ÿснĕ, 497 миллион тенкĕпе танлашнă.
Иртнĕ çул район администрацийĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхсем хăйсен бизнесне аталантарма 7 хуçалăх пирки ыйтса çырнă. Вĕсенчен икĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕ Ю.Иванов тата О.Васильева грант çĕнсе илнĕ. Юрий Геннадьевича мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме - 1 миллион та 100 пин тенкĕ, Ольга Владимировнăна хурт-хăмăр ĕрчетме 1 миллион та 100 пин тенкĕ панă. Кредит илнин процент пайне саплаштарас тĕлĕшпе район бюджетĕнчен финанс пулăшăвĕ иртнĕ çул 5 предпринимателе 150 пин тенкĕ парса пулăшнă. Вак тата вăтам бизнес аталанăвĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет, çавна май районта тепĕр 39 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
- Вак предпринимательлĕх аталанăвĕнче çĕнĕ предприятисем уçасси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Иртнĕ çул пирĕн районта миçе вак предприятисем ĕçлеме тытăнчĕç?
- Районти предприятисене илес пулсан, чылайăшĕ вĕсенчен паян тупăшлă ĕçлесе пырать. Производствăна инвестици хывнă тĕслĕхсем те пирĕн сахал мар. Вĕсенчен пĕри - «Светлана» тулли мар яваплă общество. Иртнĕ çулхи март уйăхĕнче кăна уçăлчĕ пулин те, паян унăн ĕç кăтартăвĕсем курăмлă. Хальхи вăхăтра кунта 60 çын тăрăшса вăй хурать. Унăн филиалĕсем Энĕшпуç тата Чупай ял тăрăхĕсенче те йĕркеленнĕ. Эппин яллă вырăнсенче те ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе тимлеççĕ вĕсем. Çавăн пекех 2012 çулта С.Афанасьев уйрăм çын предпринимателĕн 100 çын вырнаçмалăх «Арсений» кафе уçăлнине те палăртмалла. Обществăлла апатланăвăн сферинче çакă пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС» хăйĕн производствине ÿстерсех пырать. Кунта производство цехĕсене реконструкцилени тата çĕнĕ оборудовани туянни ĕç тухăçлăхне чылай ÿстерчĕ.
- Пирĕн вулаканăмăрсене потребительсен рынок аталанăвĕ, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем, вăтам ĕç укçи, демографи лару-тăрăвĕ те кăсăклантарать. Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру мĕнлерех?
- Иртнĕ çул ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 235 миллион тенкĕпе танлашнă. Вăрмар райповĕпе илес пулсан ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 156 миллион тенкĕ пулнă, çакă унчченхи çулпа танлаштарсан 102,7 процент. Вак предпринимательлĕхе кĕмен организацисем халăха тÿлевлĕ пулăшу парассин калăпăшĕ иртнĕ çул 140,8 миллион тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм танлаштаруллă хаксемпе 105 процент. Пысăк тата вăтам предприятисенче, организацисенче ĕçлекенсен иртнĕ çулхи январь-октябрь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 12128,4 тенкĕпе танлашнă, çакă унчченхи çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 18,3 процент. Районти ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул пирĕн районта 298 ача çуралнă. Ĕçсĕррисен йышне регистрацилесси иртнĕ çулхи çулталăк пуçламăшĕнчен 63 çынран 46 çын таран чакнă.
- Çĕнĕ 2013 çулта районта мĕнлерех çĕнĕ улшăнусем кĕтеççĕ пире?
- Район аталанăвĕн хăвăртлăхне чакарас мар, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерсех пырас тесен пирĕн районта çĕнĕ предприятисем йĕркелессипе ĕçлемелле. Çавна май пурнăçа кĕртмелли инвестици проекчĕсем те сахал мар. Вĕсем: «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тырă упрамалли хранилище хăпартасси, «ДОКрос» акционерсен хупă обществăн производствине реконструкцилесси, вĕсенче Европа шайĕнчи йывăç кантăксем кăларасси, поселокра 27 хваттерлĕ çурт-йĕре хута ярасси, поселокри Крупская урамĕнче нумай хваттерлĕ çурт-йĕр хăпартасси (вĕсене пурнăçлаканĕ - «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи), Вăрмар райповĕн обществăлла апатлану предприятийĕн çĕнĕ кафене уçасси, Л.Дмитриев, В.Мишин, Ю.Иванов уйрăм çын предпринимательсем суту-илÿ çурчĕсене, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ хăпартасси, Вăрмар поселокĕнчи стадиона çĕнетесси, йăла каяшĕсене тасатмалли сооруженисене реконструкцилесси, «Çĕнĕ Кинчер-Вăтакас» автоçула тăвасси, Кивĕ Вăрмарти плотинана реконструкцилесси, Т.Сарапаева хресчен (фермер) хуçалăхĕн выльăх-чĕрлĕх фермине хута ярасси, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра 200 ĕне вырнаçмалăх фермăна çĕнетесси тата биологи газĕпе усă курса ĕçлеттересси тата ытти те. Пĕтĕмĕшле каласан пурте пĕрле пĕр шухăшлă пулсан эпир палăртнă тĕллевсене пурнăçласа çитĕнÿсем тăвăпăр.
Сире пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатăп, çитĕнÿсен çулĕпе малашне çирĕп утăмсем тума ĕçре çитĕнÿ, çемьере килĕшÿ, татулăх, тулăх пурнăç сунатăп.
- «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйрăм кил хуçалăхне аталантарма 2012 çулта 744 хуçалăх 150 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ку енĕпе Чулкас, Кĕтеснер, Кавал ял тăрăхĕсемпе Вăрмар хула тăрăхĕ тăрăшуллă ĕçленĕ.
- «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансене çурт-йĕр хăпартма 12 çемьене 4 миллион та 566 пин тенкĕ социаллă пулăшу кÿнĕ.
- Пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассипе муниципаллă программăсене пулăшу кÿрес тĕлĕшпе муниципаллă пĕрлĕхсем хушшинче Вăрмар район администрацийĕ иртнĕ çул конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă, 140 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ.