01 января 2013 г.
Ачаранах кашни ĕçе, хушăва тĕплĕ те вăхăтра тума хăнăхни пурнăçра питех те вырăнлă. Шкул сукмакне такăрлатнă чухнех яваплăха туйма вĕреннĕ çамрăксем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухсан та малалла çирĕппĕн утăмлани иккĕлентермест. Çак паха пулăмăн пуçламăшĕ вара - çитĕнекен ăрăвăн парта хушшинче ларнă тапхăрти хастарлăхĕ, хăюлăхĕ тата вашаватлăхĕ.
«Аталану-2012» Интернет-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурса 561 вĕренекен хутшăнма кăмăл тунă. Çав шутран 369 ача кĕçĕн тата вăтам, 192 çамрăк аслă классенче ăс пухакансем. Чăваш Республикинче пурăнакансемсĕр пуçне Тутарстан, Пушкăртстан, Самар, Саратов, Мускав, Пенза, Мурманск тата ытти облаçсем - пурĕ 13 регион яш-кĕрĕмĕ хастар пулнă.
Вăрмар районĕнчен кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче Т.Мельникова (Кĕçĕн Чак), аслă классем хушшинче Т.Сереброва (Кивĕ Вăрмар) чи нумай балл пухнă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хаклă парнесемпе (ноутбук, электронлă кĕнеке, СД-дисксем, кĕнекесем), Хисеп хучĕсем, 19 вĕренекене «Тантăш» хаçат тата «Самант» журнал çырăнса парса чысланă.