16 октября 2013 г.
Пушарсем кÿрекен хăрушлăх пирки аса илтерсех тăратпăр. Вĕсем граждансен сывлăхне, пурлăхне сиен кÿреççĕ. Уйрăмах халăх йышлăн пухăнакан вырăнсенче, çав шутра вĕрентÿ учрежденийĕсенче те пушарсем пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. 2013 çул пуçланнăранпа район территорийĕнче вут-çулăм тухнипе çыхăннă 20 пулăм шута илнĕ, пĕтĕмĕшле вĕсем 1 446 000 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 13 пушар пулнă. Вут-çулăм тухассипе Вăрмар хула тăрăхĕнче лару-тăру уйрăмах йывăр пулни палăрать (çулталăк пуçланнăранпа 4 пушар тухнă). Аслă Чак, Кĕлкеш, Мăнçырма ял тăрăхĕсенче çулталăк пуçланнăранпа пĕрер, Кĕтеснер ял тăрăхĕнче 2, Кивĕ Вăрмарта 4, Пинер ял тăрăхĕнче 2 пушар пулнă. Ытларах чухне инкек сăлтавĕ пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни пулса тăрать.
Вут-çулăм ярса илсен çухалса ан кайăр. Чи малтанах стационар телефонĕпе «01», мобильлĕ телефонпа «112» номерсемпе пулăшу службине шăнкăравлăр, кÿршĕсене чĕнĕр. Вут-çулăм вăйлах ярса илмен пулсан ăна профессионаллă пулăшу киличчен сÿнтерме пуçламалла. Çулăма шыв сапăр, хулăн кавирпе е утиялпа хуплăр.
Пушартан сыхланасси ăна сÿнтерессинчен ансатрах. Çавăнпа та яланах асра тытăр:пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.Григорьева, Вaрмарти 39 номерлe пушар чаceн инженерe.