16 октября 2013 г.
Ку чаплă самантлă тĕл пулу иртнĕ уйăхăн вĕçĕнчех пулса иртрĕ. Те вăхăчĕ çитмест, те хаçат лаптăкĕ пĕчĕк - вăхăтра çак пулăма çутатса парасси пулмарĕ. Паян кун та унпа паллашсан пит кая юлмарĕ пулĕ тетĕп.
1994 çул. Темле сăлтава пула Муркаш тăрăхне çитнĕччĕ. Çавăн чухне Чăваш Наци конгресĕн делегачĕпе, халĕ ĕнтĕ вăл çÿллĕрех шайра, Евгений Ефставьевич Ерагинпа тĕл пулнăччĕ. Тин кăна «Моргаушский край» кĕнеке кăларнă вăл иккен. Алă пусса çирĕплетсе пачĕ вăл ун чухне çак кĕнекене.
Ун хыççăн чăваш мăчавăрне, паллă тавра пĕлÿçĕне тĕрлĕ ларусенче, телевидени кăларăмĕсенче, хаçат-журналта кăна курнăччĕ. Акă - курнăçу саманчĕ. Вăрмарта. Пĕлмен те, ыттисем те пĕлччĕр: иккен Чăваш халăхĕн наукăпа ÿнерлĕх академийĕн Президиумĕ çак тĕлĕшпе пысăк çитĕнÿ тăвакансене чыслама Н.Никольский профессор ячĕллĕ 3 степеньлĕ орден çирĕплетнĕ. Наградăн пĕрремĕш тулли кавалерĕ «Хыпар» издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ - тĕп редакторĕ А.Леонтьев пулнă, иккĕмĕшне Чăваш наци конгресĕн Пушкăртри уйрăмĕ хăйсен тăрăхĕнчи паллă тавра пĕлÿçĕне панă. Виççĕмĕшне вара, Турри ахальтен виççĕ тесе каламан пулĕ, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан паллă тавра пĕлÿçĕ Я.Зайцев тивĕçрĕ. Яков Николаевич çинчен хăй çырнă, историне, тавра пĕлÿпе çыхăннă вуншар-вуншар кĕнекесемпе хушма вĕрентÿ пособийĕсен калăпăшĕпех çырса кăтартма пулĕччĕ. Аса илер-ха, «Тăван ен культури» предметне шкулсенче вĕрентме пуçласанах ытларах унăн «Урмарская мебельная фабрика», «Лета и лица Урмарской землицы» тата ытти ĕçĕсем тăрăх вĕрентеттĕмĕр, «Мы - Урмарцы» кăтартăвăшпа (справочникпе) кирлĕ чухне пурте усă кураççĕ. «Деревни-побратимы» вара Чупайсемпе Паттисемшĕн пысăк парне пулчĕ. Асăннă кун тăван ен культурине аталантарас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнăшăн Яков Николаевич Зайцева, Чăваш халăх академийĕн чăн академикне, Н.В.Никольский ячĕллĕ чăваш çăлтăрĕллĕ (варринче Никольский сăнарĕ) орденăн виçĕ степенĕпе те - пĕрремĕш (ылтăн), иккĕмĕш (кĕмĕл), виççĕмĕш (бронза) орденсемпе наградăларĕç.
Кăкăр çине çак орденăн виçĕ степеньне те Гурий Комиссаров тавра пĕлÿçĕн çывăх тăванĕ, Пĕтĕм Раççейри изобретательсемпе рационализаторсен Чăваш Енри уйрăмĕн Канашĕн председателĕ В.Комиссаров çакса ячĕ. Василий Варсонофьевич та, Е.Ерагин та Яков Николаевича сывлăх суннисĕр пуçне тĕпчев ĕçĕнче малашне те пысăк ÿсĕмсем тума сунчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.