16 октября 2013 г.
Çак ятпа районти тĕп библиотекăн тавра пĕлÿ залĕнче краеведенипе çыхăннă çĕнĕ литература кăларăмĕсен куравне йĕркеленĕ.
Унта ят-сум илнĕ тĕпчевçĕсемпе çак ĕçе тин кăна пуçăнакансен кĕнекисене, хаçат-журналсенчи статйисене тăратнă. Уйрăмах И.Казаков - Волжанинăн «Ученый монах Иакинф Бичурин» сăвăлла романа, В.Иванован «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» кĕнекене палăртмалла. Çавăн пекех «Нарспи» поэмăн çĕнĕ кăларăмĕ те пĕлтерĕшлĕ, кунта ăна 7 чĕлхепе пичетленĕ. Çак кăларăма тĕрлĕ чĕлхесемпе кăларма сăлтавĕ те пулнă, вăл пуçласа пичетленнĕренпе кăçал 105 çул çитрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Р.ИВАНОВА, библиотекарь.