16 октября 2013 г.

Чечексем... чечексем. Çурт умĕнчи пахчара та, картишĕнче те темĕн чухлĕ вĕсем, таврана илем кÿрсе лараççĕ. Пÿртне кĕрсен вара... Чăн та, юмах тĕнчине лекрĕм тейĕн - мĕн тĕрли çук-ши!
Ку çеç-и-ха. Тĕррисем, тĕррисем, куç илемĕшсем, чун уççисем, кăмăл туйăмсем. Çак илем пĕтĕмпех Арапуç ялĕнче пурăнакан Валерийпе Нина Беловсен кил-çуртĕнче. Иккĕшĕ те ĕçчен те хастар çынсем. Тивĕçлĕ канура пулсан та ахаль лармаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ачисене пулăшаççĕ. Виçĕ ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ вĕсем. Мăнук пур.
Чечек ÿстерме, тĕрĕ тĕрлеме юратакан çын чунĕпе усал мар, кирек кама та ырă тума тăрăшакан çын теççĕ. Шăпах çапла. Акă, Нина Сергеевна тĕрĕ тĕрлеме ăста. Стена çумне вырнаçтарнă тĕрĕсене пăхатăн та пурнăç илемне, çут çанталăк эрешне куратăн. Пĕрин умĕнчен те чарăнса тăрса киленмесĕр иртсе каяймастăн. Кашнин хăйĕн сăнарĕ. Тĕрĕ тĕрлекене художникпа та танлаштарма пулать. Канва е урăх материал йĕппе çипе пĕр вĕçсĕр чиксе-туртса кăларса мĕн тĕрлĕ ÿкерчĕк тумасть-ши тĕрĕç. Çипписен тĕсне те, вĕсене хăш вырăна мĕнле вырнаçтарассине те шухăшламасăр, тăрăшмасăр пулмасть. Унсăрăн сăнар килĕшÿллĕ килсе тухмасть.
Кунта чăваш юрринчи сăмахсем аса килеççĕ:
Илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ чăваш тĕрри,
Илемлĕ чăваш тĕрри те
Тĕрлеме пĕлсен кăна.
Нина Сергеевна çамрăк чухнех ал ĕç тума юратнă. Вăл республикăри, районти тĕрĕçсен конкурсĕсене хутшăнса дипломсем çĕнсе илнĕ. Ку дипломсем хушшинче сутуçăра, почтальонра ĕçленĕ чухне панă грамотăсемпе тав хучĕсем те сахал мар.
Арапуçĕнчи музей аваллăха аса илтерекен, хальхи пурнăç çинчен каласа паракан экспонатсемпе пуян. Нина Сергеевна тĕрлесе музее парнеленĕ стена çине çакмалли кавире те, сĕтел çине витмелли çивиттине те, минтер пичĕсене те кунта курма килекенсем ăшпиллĕхпе пăхса, унăн пултарулăхĕпе тĕлĕнĕç.
Çыннăн ырă кăмăлне, унăн сипетне вăл çемьепе, тăвансемпе, кÿршĕ-аршăпа, ял-йышпа, тантăш-пĕлĕшпе мĕнле пурăннинчен, çамрăк-ватăна мĕнле хисепленинчен пĕлетĕн. Нина Сергеевнапа унăн мăшăрĕ Валерий Геннадьевич иккĕшĕ те пуринпе те тараватлă, сăпайлă çынсем, ватăсене хисеплеççĕ, йывăр чухне кирек кама та май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Нинăн амăшĕ, Мария Тарасова, 87-ре, Валерин амăшĕ, Мария Белова, 83-ре çĕре кĕнĕ. Вĕсене нумай вăхăт Нинăпа Валерий пăхнă. Паллах, ку ĕç ытларах хĕрарăм çинче пулнă.
Пурнăç урапи çаврăнать, пурнăç урапи такăнать... Нинăпа Валерий Беловсен те савăнмалли те, кулянмалли пулман мар. Пĕр-пĕрне ăнланни, юратни, пĕр-пĕрин сăмахне итлени, ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшни савнăçа та, хуйха-суйха та пĕрле пайлама пулăшать. Çапла пултăр та. Нина Сергеевна вара килти ĕç-пуçа пуçтарнă хыççăн хăнăхнă йĕркипе тĕрĕ тĕрлеме ларать. Халĕ авă, кăн-кăвак та тăп-тăрă шыв çинче ишекен пĕр мăшăр акăшсене эрешлет...
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Ю.СУДАКОВА, Вaрмарти Г.Е.Егоров ячeллe вaтам шкулта 11 класра вeренекен.