АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăмрах Ваçлей пичче

16 октября 2013 г.

Асăмрах Ваçлей пичче

Паян, октябрĕн 16-мĕшĕнче, пурăннă пулсассăн, Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш халăх писателĕ В.Алендей 94 çул тултарнă пулĕччĕ. Унăн биографине литературăпа интересленекенсем аван пĕлеççĕ ĕнтĕ. Вăрçă участникĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ те пулнă, «Тăван Атăл» журнала ертсе пынă, малтан сăвă-поэма çырнă, кайран проза çĕнтерсе илнĕ, 30 ытла кĕнеке авторĕ: «Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт», «Курăксене тайса çил вĕрет»... Ку официаллă çăл куçсенчен. Çапах та мĕнле çын пулнă-ха вăл? Çакăн пирки ăна çывăх пĕлнĕ çын А.Палайтиене каласа кăтартать те.

Анна аппапа Çтаппан пиччен 14 ача пулнă. Аслă ывăлĕ Михаил 1917 çулта çуралнă, Аслă вăрçăра пуçне хунă. Иккĕмĕш ывăлĕ - Василий. Виççĕмĕш ывăлĕ, Петр, пĕчĕк чухнех вилнĕ, тепĕр ывăл çуралсан ăна каллех Петр ят панă. Вăл ÿссе çитсен выçă пурнăçпа пурăннă вăхăтра вар чирĕпе асапланса вилчĕ. 1924 çулта ашшĕпе амăшĕ хĕр ачана кĕтсе илнĕ, Анфиса ят панă. 1928 çулта Александр, 1931 çулта Николай, 1934 çулта Анатолий çуралнă, Иван ятлă ывăлĕ 1937 çулта кун çути курнă. Эпĕ унпа шкулта пĕр класра вĕреннĕ. 1939 çулта Феропонт çуралнă, ача чухнех вилнĕ. Юлашкинчен 1941 çулта Антонина çуралнă. Пĕтĕм тăванĕсенчен халь вăл çеç пурăнать.

Вĕсен çемйипе пирĕн çемье питĕ туслă пулнă. Пирĕн çемьере 6 ача ÿснĕ. Пирĕн çемьери кашни ача валли Алендейсен çемйинче юлташ пулнă. Эпĕ Туняпа питĕ туслă ÿснĕ. Вĕсен çурчĕ пирĕн пахча хыçĕнче тепĕр урамра ларатчĕ. Ун чухне пирĕн пахча вĕсен урамне тухатчĕ (кайран касса илчĕç), пахча вĕçĕнче виçĕ шиттине кăларса илмелле тунăччĕ, çынсене çÿреме. Пире пĕр-пĕрин патне кайма питĕ меллĕччĕ.

Василий Алендей вăрçăран аманса таврăнсан, костыльсемпе урама тухса нумайччен яла сăнаса пăхса тăратчĕ. Кайран вăл костыльсемпе утакан пулчĕ. Пĕррехинче эпĕ ăна хăйсен урамĕ вĕçĕнче уйра тĕл пултăм. Вăл Çич Çырма текен вырăналла пăхса тăратчĕ. Чунĕ тунсăхласа çитнĕ ĕнтĕ унăн вăрçăра тăшмансемпе çапăçнă, госпитальте асапланса выртнă чух тăван тавралăха курассишĕн.

Тата тепĕр аса-илÿ. Василий Степановичпа Пантелеймон Медофьевич (манăн пичче) Сăмала Çеменĕсенче (Семен Михайлович) сак çинче лараççĕ, темле праçникре. Ытти хăнасем салансан эпир, ачасем, пÿрте кĕтĕмĕр. Василийпе Пантелеймон çак юрра юрлаççĕ:

Где же вы, где же вы, где же вы, очи карие?

Где же ты, мой родимый край?

Впереди - страна Болгария,

Позади - река Дунай.

Вĕсем юрлаççĕ, хăйсен куçĕсенчен куççуль шăпăртатса анать. Эпĕ ун чухне «арçынсем те йĕреççĕ-çке», - тесе шухăшласа илтĕм. Лараççĕ вĕсем, икĕ тус, икĕ салтак. Ман пичче те вăрçăран питĕ аманса килнĕччĕ. Вăл пĕр куçне çухатнă, аллине амантнă, хырăм патнерех кĕрсе ларнă снарядăн тимĕр таткине вăрçă хыççăн темиçе çултан Галина Ивановна Тимошенко хирург кăларса илнĕччĕ.

Кайран пулас писатель туяпа çÿреме пуçларĕ. Пĕр вăхăт колхозра ĕçленĕ хыççăн районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн редакторĕнче ĕçлерĕ. Кайран вĕсем Тарье арăмĕпе Шупашкара куçса кайрĕç.

Эпĕ 1953 çулта çиччĕмĕш класс пĕтерсен Шупашкарти текстильнăй техникума заявлени ярса патăм. Экзамена чĕнчĕç. Мана килтен Василий Алендейсен ардесне пачĕç. Кайрăмăр: Микулай Туни, Шĕшлюк Серки Туни, Кульки Çтаппан Туни тата - эпĕ. Эпир Кульки Çтаппан Тунипе Василий Алентейсене вырнаçрăмăр, ыттисем хăйсен паллаканнисем патне кайрĕç.

Алендейсем ун чухне икĕ хутлă йывăç çуртра пурăнатчĕç. Унта писательсемпе художниксем çеç пурăннă. Вĕсен арăмĕсем коридорта керогаз текен приборсене чĕртсе яратчĕç те апат пĕçеретчĕç. Василий Степановичсен пĕр пÿлĕмччĕ, çинçе те вăрăм. Çывăрасса эпир вут сарайĕнче çывăраттăмăр. Вĕсен арçын ачисем - сарай тăрринче. Халь, çынсемпе сăмахласан, кам-кам çывăрман-ши çав сарайра. Кĕтеснертен Шупашкара кайсан! Унтах Ольга Семеновнапа Роза Ивановна, Розан шăллĕ Анатолий Иванович (шкул директорĕ пулса ĕçленĕ, сăвăç) тата ыттисем те çĕр каçнă. Кам хăйсен патне пынă, Василий пиччепе Тарье аппа пурне те йышăннă, хăваласа яман, вырăн çук тесе тăман. Хăйсем çав вăхăтра питĕ хĕсĕк пурăнсан та кашнине хăнана кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илнĕ. Хальхи хăш-пĕр чăвашсен çавсенчен тĕслĕх илесчĕ!

Иккĕмĕш хутра ыттисем хушшинче Илпек Микулайĕ писатель пурăнатчĕ.

Çав вăхăталла Василий Алентейăн пĕрремĕш кĕнеки «Пирĕн кил» тухрĕ. Унта çав тери таса, çăмăл чĕлхепе çырнă сăвăсемччĕ. Эпир ушкăнĕпе пуçтарăнса кĕнеке урамра вулаттăмăр, пире пысăккисем те пырса итлетчĕç. Эпĕ пур сăввисене те пăхмасăр калама пĕлеттĕм. Шел те, ялти библиотекăра та, районра та ку кĕнеке халь çук. Эпĕ те сăввисене манса кайнă. Пуçра çак йĕркесем çеç юлнă:

«Пирĕн кил, телейлĕ тулăх кил,

Пурнăç питĕ ырă пирĕнте,

Пурăнас килет ман çак килте.

Кайран Алендейсем Ярославски урамне куçрĕç, уйрăм пÿрт илчĕç. Унта пÿлĕмĕсем те нумайччĕ, вĕсем патне кайсан эпир пурпĕрех уçă сывлăшра - чартак çине улăхса çывăраттăмăр.

Василий Степанович амăшĕ патне миххи-миххипе кĕнеке илсе килетчĕ. Эпир питĕ юратса вулаттăмăр. Ун чухне радио, телевизор пулман, кино сайра-хутра килсе кăтартатчĕç. Пысăк тĕнчепе çыхăнса тăмалли пĕртен-пĕр меслет - кĕнеке. Вăл пирĕншĕн хальхи Интернет пек пулнă. Василий Степанович манăн Пантелеймон пиччепе питĕ туслă пулнă. Пĕрре Алендей ăна телефонпа калать: «Хăвăн пĕтĕм наградăсене çак та кил Шупашкара». Пантелеймон каять. Писатель ăна фотограф патне илсе кĕрет. Халь фотокарточки таçта та пичетленнĕ-ха. «Картăчки тухсан пăхатăп та - Василий пĕр наградăсăр, ай, мана намăс пулса кайрĕ», - тенĕччĕ пичче.

- Ăна наградăсăр та пĕтĕм халăх пĕлсе тăрать, вăл Чăваш халăх писателĕ, - лăплантартăм пиччене.

Василий Алендей ăна кашни праçникпе саламлатчĕ, открыткăсем ярса паратчĕ, хăйĕн пичетленнĕ кĕнекисене парнелетчĕ. Пантя пичче те ăна кашни праçникпе саламланă. Вĕсен пĕчĕк ача чухне пуçланса кайнă туслăхĕ ĕмĕре пырса Василий Степанович виличченех тăсăлнă.

Чирленĕ вăхăтра пичче патне «Питĕ яла пырса курас килет, Çич Çырмана курасчĕ, Сивĕ Çăла çитесчĕ», - тесе çырса янă.

Василий Алендей сăнарĕ асран каймасть, вăл чĕрере. Вăл çырнă кĕнекесем - Чăваш халăхĕн пуянлăхĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ПАЛАЙТИЕНЕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика