АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕ ырă ята тивĕçнĕ

16 октября 2013 г.

Ĕç ветеранĕ ырă ята тивĕçнĕ

Йĕркелĕх хуралĕнче службăра тăракансен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Хăй вăхăтĕнче вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки калама та юраман пулĕ. Отставкăна тухсан кăна вĕсем хăйсем çинчен каласа пама пултарĕç. Паян сăмах В.Александров çинчен.

Вениамин Александрович Александров 1938 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Çырмапуç ялĕнче çуралнă. 1946 çулта Карайĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш класне кайма пуçланă. 1953 çулта вара Вениамин колхозра ĕçленĕ. 1957 çулта ăна Совет Çарне илеççĕ. 3 çул ытла вăл Мускав облаçĕнчи Звенигород хулинче службăра пулать.

1960 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче В.Александров çар службинчен таврăнать. Çак çулхи ноябрь уйăхĕнчех çĕнĕ çĕрсене уçма, стройкăсем тума патшалăх йĕркеленипе Якут АССРне тухса каять. Унта çамрăк каччă платник пулса ĕçлет, çав вăхăтрах ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче вĕренет, икĕ çултан ятарлă аттестат илет. 1964 çулта вĕренĕве малалла тăсас тесе Якутск хулине куçать.

Вениамин Александровича направленипе Хабаровск хулинчи ятарлă милици шкулĕнчи следстви уйрăмне вĕренме яраççĕ. 1967 çулта çакăнтан вĕренсе тухсан куçăмсăр майпа ăна Шалти ĕçсен министерствин Омск хулинчи Аслă милици шкулне 3-мĕш курса куçараççĕ. Ĕçлеме вара Якут АССРĕн Алдан районĕнчи Томмот хулине, унтан Алдан хулине следстви уйрăмĕн следователĕ пулма яраççĕ.

1978 çулта Вениамин Александрович тăван тăрăха таврăнать. Чăваш Ене килсен ăна Муркаш районĕнчи Шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн заместителĕ, ун хыççăн 1979 çулта Вăрмар районĕнчи Шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вениамин Александрович районти шалти ĕçсен пайне ăнăçлă ертсе пынă, преступленисен йышне чакарас çулпа пынă.

Ĕçленĕ хушăра 30 ытла хавхалантарăва, «Службăри тивĕçе лайăх пурнăçланăшăн» медале, чылай хисеп грамотисене тата ытти наградăсене те тивĕçнĕ. Пысăк опыт пухнă В.Александров паянхи кун та районти шалти ĕçсен пайĕпе çыхăну тытса тăрать, кунта иртекен мероприятисене активлă хутшăнать. Вăл çамрăк сотрудниксене усăллă канаш парса пулăшать.

В.Александров çемьеллĕ, мăшăрĕпе, Римма Васильевнăпа, виçĕ ача - икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Вениамин Александровича 75 çулхи юбилей ячĕпе саламласа нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.Синичкина, полици майорe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика