АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă шкулăн çĕнĕ çуртри юбилейĕ

16 октября 2013 г.

Ватă шкулăн çĕнĕ çуртри юбилейĕ

Районти кивĕ шкулсенчен пĕри – Пинер шкулĕ хăйĕн 125 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа октябрĕн 11-мĕшĕнче çĕнĕ шкул çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Паянхи кун Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул - çĕнĕ йышши вĕрентÿ кабинечĕсемпе, компьютер класĕсемпе, мастерскойсемпе, библиотекăпа тата ыттипе те тивĕçтернĕ икĕ хутлă çĕнĕ çурт, шкул территорийĕнче газ котельнăйĕ, подстанци, гараж, теплица, вĕрентÿпе опыт тата хуçалăх участокĕсем. Душ кĕмелли, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсемпе спортзал, гимнастика тумалли, баскетболла вылямалли площадкăсем...

Çапах та шкулăн тĕп пуянлăхĕ - çакăнта кашни ир чунтанах васкакан, ăна юратакан вĕренекенсемпе вĕрентекенсем. Ахальтен мар ĕнтĕ юратнă шкулăн çуралнă кунне чылай хăна пухăнчĕ.

Килнĕ хăнасене, педколлективпа ачасене сумлă уяв ячĕпе ăшă салам сăмахĕсемпе шкул директорĕ Г.Боредский, район пуçлăхĕ М.Пуклаков саламларĕç. Райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин кунта пухăннисене юбилей ячĕпе саламланă май шкулта ĕçлекенсен ĕçне пысăка хурса хакларĕ, тав турĕ.

Çавăн пекех паллă пулăм ячĕпе Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин специалист-эксперчĕ В.Волык, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Афганистанри вăрçă инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш Енри организацин Правлени председателĕ Г.Матвеев, çак организацин Шупашкарти уйрăмĕн председателĕ О.Ширшов, ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ О.Иванов, Чулкасри тĕп шкул директорĕ Г.Иванова саламларĕç.

Шкулти чи лайăх ĕçченсем ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, райадминистрацин Хисеп грамотисене, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн, «Единая Россия» политика партин вырăнти уйрăмĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Пинер шкулĕнче нумай çул парăнса ĕçленĕ Д.Егоров, Розăпа Герман Нимаков педагогика ветеранĕсем юбилей ячĕпе тыткăнлакан сăмахсемпе саламларĕç.

Шкултан тĕрлĕ çулсенче ЧР пĕрремĕш Олимп чемпионĕ В.Соколов, РСФСРăн тата ЧАССРăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем Н.Григорьев, К.Якимова, С.Нимаков, РСФСР тата ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Казанов, А.Семенов, В.Корольков тата ыттисем те вĕренсе тухнă. Выпускниксен ятĕнчен юбилей ячĕпе педагогика наукисен докторĕ В.Кириллов профессор саламларĕ.

Çак кун Пинер шкулĕ хаваслă кулăпа, ăшă салам сăмахĕсемпе, илемлĕ чечек çыххисемпе, савăк кăмăл-туйăмпа тулчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика