АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ылтăн кĕркунне» хăйĕн çимĕçĕсемпе савăнтарать

16 октября 2013 г.

Мускавра Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче «Ылтăн кĕркунне» ятпа Раççейри агропромышленноçĕн 15-мĕш куравĕ иртнĕ. Чăваш Республики те кашни çул çак пысăк пĕлтерĕшлĕ аграри мероприятине активлăн хутшăнать. Çавна май «Агро-Инноваци» хысна унитари предприятийĕ «Регион - иртнипе мăнаçланса, малашлăха çирĕп шанса» ятпа агропромышленность комплексĕн концепцине йĕркеленĕ.

Экспозици планĕпе килĕшÿллĕн вăл 45 тăваткал метр лаптăкра вырнаçнă. Кунта Чăваш Республикин агропромышленность аталанăвĕнче тунă çитĕнĕвĕсене курма пулать. Асăннă куравра хамăр республикăн апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç, хресчен (фермер) тата уйрăм кил хуçалăхĕсем туса кăларакан продукцисемпе паллашма тÿр килнĕ.

Агропромышленность комплексĕн предприятийĕсемпе организацисем куравăн конкурс программине активлăн хутшăнаççĕ. «Пысăк пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларассишĕн» конкурса çичĕ номинацине хутшăнса Чăваш Енри апат-çимĕç туса кăларакан тата тирпейлекен предприятисем 50 тĕрлĕ ытла апат-çимĕç продукцийĕ илсе пынă. Вĕсем: аш-какай продукцийĕ (кунта консервăсем, кайăк-кĕшĕк продукцийĕ те кĕрет), çăмарта тата çăмартаран тунă апат-çимĕç, сĕт-çу продукцийĕ, çăкăр, çăкăрпа булка, макарон изделийĕсем, çăнăх, кĕрпе, пылак тата минераллă шывсем.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата уйрăм кил хуçалăхĕсем «Чи лайăх уйрăм кил хуçалăхĕ», «Чи лайăх фермер хуçалăхĕ», «Чи лайăх потребительсен кооперативĕ» конкурссене активлă хутшăнчĕç.

Пирĕн республикăран асăннă курава 30 организаци хутшăннă. Вĕсен шутĕнче «АККОНД» акционерсен уçă обществи, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «Етĕрнери аш-какай комбиначĕ» обществăсем, «Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО. Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрики хăйĕн продукцине: хур, кăркка, чăх какайĕ, çăмарта курава тăратнă. Вĕсене курава хутшăннисем пахалласа йышăннă.

Асăннă курава Республикăран хутшăннă предприятисем 11 ылтăн, 7 кĕмĕл, 13 бронза медальсем тата Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Д.ИВАНОВ, райадминистрацин ял хуcалaхeпе ceр хутшaнaвeсен пайeн пуcлaхe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика