АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВТБ24: Шупашкарта сервис центрĕ уçăлĕ

16 октября 2013 г.

ВТБ24: Шупашкарта сервис центрĕ уçăлĕ

Иртнĕ эрнере Шупашкарта Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата ВТБ24 банк правленийĕн Чăваш Ене ятарласа килнĕ президент-председателĕ М.Задорнов тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç. Çав килĕшÿре банк пирĕн республикăн тĕп хулинче сервис центрĕ уçассине те çирĕплетнĕ. Унта 1150 ĕç вырăнĕ йĕркелĕç - 1,5 пин çын ĕçлĕ пулĕ.

М.Игнатьев палăртнă: «ВТБ24 кал-кал аталанать, халăх, бизнес çак банка шанать. Чăваш Енре унăн 6 офисĕ ĕçлет. Сервис центрĕпе çыхăннă пысăк инвестици проектне пурнăçа кĕртни вара пирĕншĕн лайăх шалуллă çĕнĕ 1,5 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленипе уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май Шупашкарта çĕнĕ объект пулĕ, çÿллĕ шайра ĕçлекен центр кунти ĕçлĕ климата ырă витĕм кÿрĕ». Шупашкарти центр банкăн Раççейĕн Европа пайĕнчи ыйтăвĕсене хăйĕн çине илĕ. Кунта банкăн хăрушлăх анализĕн, финанс, ыйтуллă активсен тата клиентсемпе ĕçлекен департаменчĕсем вырнаçĕç. Юлашки тытăмĕнче call-центр та пулать.

Мĕншĕн шăпах Шупашкара суйласа илни пирки ыйтнине хуравланă май М.Задорнов çапла каланă: «Пирĕн патра Чăваш Енре çуралса çитĕннĕ çынсем те ĕçлеççĕ - çавна май, паллах, вĕсен сасси те витĕмлĕ пулчĕ. Анчах ку кăна мар. Шупашкарти аслă шкулсенчи вĕрентÿ пахалăхне те тишкертĕмĕр. Вĕсене пĕтернисем Мускавра, Санкт-Петербургра ĕçлеме ăнăçлă вырнаçаççĕ. Эппин, пĕлÿ шайĕ лайăх - математикăпа, вырăс чĕлхипе... Пирĕн ĕçре çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ».

Лаптăкĕпе 8,5 пин тăваткал метр ытла йышăнакан çĕнĕ центра хута ямашкăн ВТБ24 1,4 млрд тенкĕ хывма палăртать. Банкшăн ку çитес çулхи чи пысăк инвестици проекчĕ. Ăна Мега-Молл суту-илÿ çурчĕпе юнашар тума палăртнă. Унăн пĕрремĕш черечĕ çитес çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчех ĕçлеме тытăнмалла. Пĕтĕм комплекс 15-мĕш çулăн пĕрремĕш кварталĕнче хута кайĕ. Çапла вара çĕр-çĕр çамрăк (студентсене те кĕтеççĕ) ĕçлĕ пулĕ. Ахальтен мар Михаил Игнатьев çакна Шупашкар тата Чăваш автономийĕн юбилейĕсен тĕлне питĕ лайăх парне пулать тесе хакланă.

ВТБ24 вара хăйĕн бизнесне Чăваш Енре татах та вăй парасшăн. Пĕчĕк бизнес валли уйăракан кредит ресурсĕсемпе усă курасси ансатланĕ. Çулталăк вĕçлениччен банк региона хывакан инвестицисен калăпăшĕ 6 млрд тенкĕпе танлашĕ. Çав шутра 1,7 млрд - шăпах пĕчĕк предприятисене аталантарма.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика