АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр тимлĕх ыйтать

12 октября 2013 г.

Харпăр-хăй тытакан автотранспорт çулсерен нумайланса пырать. Çакнашкал лару-тăрура руль умĕнче лараканăн та, çуран çÿрекенĕн те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Аварисен шучĕ çулсем çинче водительсем хăвăртлăха пăхăнманнипе тата çуран çÿрекенсем хăйсен правилисене пăснипе ытларах пулса иртеççĕ.

Руль умне ÿсĕрле ларса çул çине тухмалла маррине пурте пĕлеççĕ. Апла пулин те чылайăшĕ асăннă йĕркене пăхăнмасть. Çавăнпа та йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Ÿсĕр водительсен айăпĕпе кăна 2013 çулхи 9 уйăхра пирĕн районта 3 авари пулнă, 7 çын аманнă. Пĕтĕмпе вара - 19 инкеклĕ ĕç пулнă, вĕсенче 20 çын аманнă. Çулсем çинчи инкексен шучĕ чактăр тесе тĕрлĕрен рейдсемпе операцисем ирттеретпĕр, инкек тавраш ан пултăр тесе тăрăшатпăр. Çавăнпа çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнар, хăвăрăн тата ыттисен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратар мар.

Çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсене асăрхарăр пулсан çак телефонпа шăнкăравлăр: 2-17-59.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Л.ВАСИЛЬЕВА, ГИБДД уйрaмeн инспекторe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика