12 октября 2013 г.
Унăн тулли ячĕ Çветтуй Турамăшĕн çивиттийĕ (Покров). 10-мĕш ĕмĕрте Константинополе тăшмансем илме талпăннă чухне ÇВЕТТУЙ Турамăшĕ хăйĕн çивиттийĕпе (Покровпа) - сарлака хăюпа, вăл хÿтлĕхе палăртнă - хупланă. Çакă хальхи октябрĕн 14-мĕшĕн кунĕпе тĕлме-тĕл килет.
Чăваш Енре Çветтуй Турамăшĕн Покровĕ ячĕллĕ 9 храм ĕçлет. Çак кун çут çанталăк хĕле кĕрет, унччен вара уй-хирти, пахчари пур çимĕçе пуçтарса кĕртмелле пулнă, ăна Пукрав ăшши кунĕ тенĕ, çуртсене ăшăтас тĕлĕшпе ĕçленĕ,тăпрас купаланă, Пукрав «ăшши хупнă» - кукăльсем пĕçернĕ. Пукрав каçĕнче кураксен карти кăнтăралла çул тытнă. Çапла вара хресчен çуркуннеччен хĕвеллĕ те ăшă çанталăк çинчен вăхăтлăха маннă, хĕллехи кăштăркка ĕçсем çине куçса пынă.
Источник: "Урмарская районная газета"