12 октября 2013 г.

«Ватта хисепле - хăв та ватă пулатăн», «Ватта ырă ту...». Аслă ăрури çынсене хисеп тума чĕнсе калакан вуншар-вуншар каларăш халăх сăмахлăхĕнче пысăк вырăн йышăнать. Ку чăвашсен кăна мар, ытти халăхсен те çавах. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççейре ватă çынсене социаллă пулăшу парасси çĕршывăн шалти политикинче чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çак енĕпе федераци, регион, муниципалитет шайĕнче тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ.
Юлашки вăхăтра тĕнче экономикинче лару-тăру пĕрре те çăмăл маррине палăртаççĕ экономистсемпе финансистсем, çавна пулах ĕнтĕ 2014-2016 çулсене йышăнакан виçĕ çуллăх бюджет проектĕнче те хăш-пĕр программăсене финанслассине чакарни пирки калаççĕ. Анчах РФ Президенчĕ В.Путин та, Правительство Председателĕ Д.Медведев та çакă çынсен социаллă пурнăçĕпе çыхăннă программăсене пырса тивменнине палăртрĕç. Эппин килте кăна мар, социаллă хÿтлĕх тупнă çĕрте те ватăсем паянхи пекех канлĕх тупĕç.
Пирĕн района илес пулсассăн, сăмахăм кунта халăха социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр çумĕнчи Арапуçĕнчи ваттисен çурчĕ пирки пырать. Пĕр хутлă, хăтлă, 30 çынна йышăнма пултаракан çурт вăл. Çакăнта ĕнтĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕччен тăрса юлнă çынсем хÿтлĕх тупаççĕ. Вĕсен канлĕ ватлăхне йĕркелеме пĕтĕмпе 14 сотрудник - 7 социаллă ĕçчен, поварсем, техслужащисем тата ыттисем те пулăшаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ панисĕр пуçне районти, республикăри тĕрлĕрен предприятисемпе организацисем, учрежденисемпе предприятисем, предпринимательсем пулăшу кÿреççĕ.
Вăрмар почтамтчĕ те çак ырă ĕçрен айккинче тăрса юлмасть.
Кашни çулах, Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ умĕн, «Раççей Почти» Федераллă патшалăх унитарлă предприятийĕ пуçарнипе унăн филиалĕсен кашни почтамтчĕпе çыхăну уйрăмĕсенче «Эсĕ пĕччен мар» акци ирттереççĕ, ватăсене парнесем параççĕ, вĕсем валли хаçат-журнал çырăнаççĕ. Кăçал та çак акцие хутшăнса ватăсене кучченеçсемпе сăйлама, саламласа ăшă сăмахсем калама район почтамтчĕн начальникĕ С.Риманов, хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе ĕçлекен специалист В.Лаврентьева тата «Хĕрлĕ ялав» корреспонденчĕ çула тухрĕç. Кĕтмеллипех кĕтнĕ иккен вĕсене кунта иккĕмĕш кил тупнă ватăсем. Питĕ хапăл, ăшшăн кĕтсе илчĕç хăнасене.
Сергей Иванович Ваттисен кунĕ ячĕпе салам сăмахĕсем каланă май çыхăну ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те тĕплĕн паллаштарчĕ. Халĕ Вăрмар почтамтчĕ икĕ района - хамăрăннисĕр пуçне Куславкка районне те хаçат-журнал, корреспонденципе, тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтерме тытăннă май ĕç калăпăшĕ те ÿснĕ. Апла пулин те туслă коллектив хăйĕн умне лартнă задачăсене вăхăтра та çÿллĕ шайра пурнăçласа пырать. Кучченеçсем панисĕр пуçне Сергей Иванович 2014 çулхи пĕрремĕш çур çула ваттисен çуртне 16 «Пенсионная среда» тата «Почтовый экспресс» хаçатсем çырăнса панине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех «Эсĕ пĕччен мар» акцие хутшăнса Куславкка районĕнчи ваттисен çурчĕсенче пурăнакансене те манман: унта вĕсем виçĕ ялта - Тĕмер, Елчĕк, Кунер ялĕсенче. Вĕсене те çак хаçатсемпе тивĕçтернĕ.
Çырăнтару енĕпе ĕçлекен пайăн специалисчĕ В.Лаврентьева хăйĕн сăмахне кил-ăшши тытса пыракан чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн сăмахĕсенчен пуçларĕ: «Питĕ хăтлă сирĕн кунта - ăшă, çутă, таса, пĕтĕм фойене чечексем татах илем кÿреççĕ, чунăрсенче те яланах хăтлăх хуçалантăр», - терĕ вăл. Унтан вăл ватă çынсене Раççейре, республикăра тухса тăракан, аслă ăрури çынсен кун-çулне çутатса паракан, вĕсене уйрăмах кирлĕ материалсем кăларакан изданисемпе паллаштарчĕ. «Хĕрлĕ ялава» юратаççĕ иккен кунта, хăйсен укçи-тенкипе те çырăнаççĕ. Район хыпарĕнчен пахи мĕн пултăр; Пĕтĕм хаçат-журналпа, корреспонденцисемпе вара вĕсене Арапуçĕнчи çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Г.Тимофеева тивĕçтерет.
Çак учреждение 21 çул ĕнтĕ Л.Софронова ĕçе пĕлсе те тÿрĕ чунпа ертсе пырать, анчах кăштах чирлекеленĕ мĕн, çавăнпа та пире унăн çумĕ Н.Петрова кĕтсе илчĕ, кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Хамăр та куртăмăр - тап-таса та çутă, ăшă, хăйсене пăхакансем пирки кунта пурăнакансем ыррине çеç калаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ, вĕсемшĕн уйрăмах асра юлнă.
- Чи малтанах районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн ĕçченĕсем В.Иванов ертсе пынипе кунта çитсе ватăсене саламларĕç. Ун хыççăн «Парне», Арапуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕсем, Арапуçĕнчи шкул ачисем (40 ача ытла) юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç, - каласа пачĕ Нина Ивановна.
Ветерансемпе уйрăммăн та калаçрĕç çыхăну ĕçченĕсем. Почтамт начальникĕ С.Риманов хăйĕн валли нумай çĕнни пĕлчĕ. Кунта хăй вăхăтĕнче çыхăну системинче ĕçленĕ пулнă икĕ çын - Э.Сотников, Çитмĕшри çыхăну уйрăмĕн начальникĕ пулнă тата М.Егорова, Кĕтеснерте почтальонка пулса ĕçленĕ - пурăнаççĕ. Ĕçтешсен калаçмалли чылай пулчĕ. Çак йĕркесен авторĕ те Саруй ялĕнче çуралса ÿснĕ, çамрăк чухне «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа çыхăну тытнă, каярах Томск, Иркутск, Новосибирск, Алма-Ата хулисенчи хаçатсенче фотокорреспондент пулса ĕçленĕ В.Павловпа паллашрĕ. Кĕскен каласан, пырса çÿрĕр ваттисем патне, аслă ăрури ĕçтешĕрсене эсир те тупăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В. ТОЛМАТОВ.