АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать

12 октября 2013 г.

Наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать

Республикăра ял хуçалăх производствине патшалăх пулăшăвĕ памалли вăйра тăракан тухăçлă тытăм «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа агропромышленность комплексне чылай укçа-тенкĕлĕх инвестици явăçтарма май панă. Çав инвестицисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртме, тухăçлă техника тата оборудовани туянма, хальхи шайри професси кадрĕсене явăçтарма пулăшнă. Çакă ĕç тухăçлăхне, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен ĕçлес хастарлăхне ÿстерет.

2013 çулхи 9 уйăхра пур категориллĕ хуçалăхсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 29 пин те 257 тонна туса илнĕ. Ку енĕпе «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.», «Иванова О.А.», «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи тухăçлă ĕçленĕ. Пур категориллĕ хуçалăхсенче пахча çимĕç 324 тонна пухса кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра çанталăк условийĕсене пăхмасăрах çĕр улми кăларас ĕç пырать. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕр улми лартассипе чи тухăçлă ĕçлекен хуçалăх. Вăл кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 300 гектар çинче лартнă. Кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕр улмие 83 процент пухса кĕртнĕ. Çавăн пекех «Иванова О.А.», «Яковлев В.Н.», «Игнатьев А.Ю.», «Хмелев С.Г.» хуçалăхсем çĕр улми лартса-туса илессипе чылай тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра çанталăкăн кашни минучĕпе тĕллевлĕ усă курма тăрăшаççĕ, кăшт хĕвел пăхсанах уя çĕр улми кăларма васкаççĕ. Акă иртнĕ кунсенче Çÿлти Кинчерти «Хмелев С.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те çĕр улми кăларчĕç. Вăл çак хресчен (фермер) хуçалăхра 60 гектар йышăнать. Кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне çак культурăна 30 гектара яхăн пухса кĕртнĕ. Хуçалăхăн ангарĕнче çĕр улмие сортлас ĕç пырать. Кунта шкул ачисем, хамăр район, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи ĕç çыннисем тăрăшса вăй хураççĕ. Район администрацийĕ, предприятисемпе организацисем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртес ĕçре курăмлă пулăшу кÿреççĕ. Кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне çĕр улмие 769 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, çакă 84 процентпа танлашать. Тухăç пĕр гектартан - 180 центнер, çĕр улмие пĕтĕмĕшле 13888 тонна пухса илнĕ.

Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессипе те тăрăшса вăй хураççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем. Кăçалхи 9 уйăхра сĕт - 12139, аш-какай - 2341 тонна, çăмарта 6 миллион та 285 пин штук туса илнĕ. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 7792 пуçпа танлашнă, çав шутран ĕнесем - 3016. Сыснасем - 7900, кайăк-кĕшĕк - 169 пин те 20 пуç, сурăхсемпе качакасем 14 пин те 684 пуç.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйрăм кил хуçалăхне аталантарма кăçалхи 9 уйăхра 488 хуçалăх 113 миллион та 958 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ку енĕпе Чулкас, Энĕшпуç, Чупай ял тăрăхĕсем тăрăшуллă ĕçленĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пурлăхпа техника базине вăйлатассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал патшалăх пулăшăвĕпе усă курса районти ял хуçалăх таварне туса илекенсем 23 миллион ытла тенкĕлĕх 17 çĕнĕ техника туяннă. Район аграрийĕсем ял хуçалăх аталанăвĕнче хальхи йышши пысăк эффективлă техникăпа усă курса ĕç тухăçлăхне ÿстерессе шанаççĕ.

З.ПАВЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика