АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа пĕр тан пымалла

26 декабря 2012 г.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республикăри семинарĕ иртрĕ. ЧР вĕрентÿ министерствин Вĕрентÿ институчĕн вырăс чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ В.Никифорова «Шкулта наукăпа тĕпчев ĕçне теорипе практика тĕлĕшĕнчен йĕркелесси, вĕренекенсене Раççей шайĕнче иртекен олимпиадăсене хутшăнма хатĕрлесси» ыйтусемпе вĕрентÿ семинарĕ ирттерчĕ.

В.Никифорова паянхи пурнăç условийĕсене кура вĕрентÿ процесĕ умĕнче тăракан тĕллевсем те ÿснине палăртрĕ. Ачасем еплерех социаллă условисенче пурăннине, сывлăх тĕлĕшĕнчен епле пулнине шута илмесĕр аталанма пулăшакан вĕрентÿ системине туса хурасси; сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшанă ачасене пахалăхлă пĕлÿпе тивĕçтересси; ăс-тăн тĕлĕшĕнчен пултаруллă ачасене тупса палăртасси, аталанма пулăшасси. Ачасем пурнăçпа тан пырса тĕрлĕ проектсене, тĕпчев ĕçĕсене активлăрах хутшăннине палăртрĕ. Вырăс чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ ачасене тĕпчев ĕçĕсем хатĕрленĕ чухне усă курмалли сĕнÿсемпе паллаштарчĕ. «Шкул ачисен вырăс чĕлхипе иртекен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин тĕп тĕллевĕ - чĕлхепе уйрăмах кăсăкланакан ăслă-тăнлă ачасене пулăшасси. Çавăнпа та олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнас тесен вĕренекенсене хатĕрлес ĕçе вăйлатмалла», - терĕ В.Никифорова. Вăл олимпиадăсене хатĕрленмелли методика литературипе паллаштарчĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика