26 декабря 2012 г.
Тунти кун район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен 5-мĕш созыври Пухăвĕн 25-мĕш ларăвĕ пулчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район прокурорĕ Е.Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем, пай пуçлăхĕсем, сектор заведующийĕсем, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков ертсе пычĕ.
Депутатсем 8 ыйту пăхса тухрĕç. Вăрмар районĕнче контрольпе шутлав палати (юридици сăпатĕнчи праваллă орган) туса хурасси; Вăрмар районĕн муниципаллă пурлăхне приватизацилессин 2013 çулхи прогнозлă планĕ; Вăрмар районĕн муниципаллă пĕрлĕхĕнчи пурлăха Вăрмар районĕнчи Кавал ял тăрăхĕн харпăрлăхне каялла тавăрса памалла мар куçарасси; Вăрмар район пуçлăхĕ тата Вăрмар районĕнчи муниципаллă должноçсенчи çынсем мероприятисене, командировкăсене, официаллă ытти мероприятисене хутшăнса çĕнсе илнĕ парнесене куçарса парассин йĕркине çирĕплетесси; Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн «Вăрмар районĕн 2012 çулхи бюджечĕ» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси; Вăрмар районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене арендăна памалли, арендăшăн тÿлемелли укçа калăпăшĕн йĕркине улшăнусем кĕртесси. Çавăн пекех районăн муниципаллă харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсемшĕн аренда укçине тÿлемелли условийĕсене тата срокĕсене улшăнусем кĕртесси; Вăрмар район депутачĕсен 2012 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчи 167 номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртесси.
Пур ыйтусемпе те депутатсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.