26 декабря 2012 г.
Раççей Федерацийĕн Граждан оборони, чрезвычайлă лару-тăру тата çут çанталăк кÿрекен инкеке пĕтерес енĕпе ĕçлекен министерствин Чăваш Енри сотрудникĕсен 2012 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Правительство çурчĕ умĕнче çăлавçăсем хăйсен ĕçĕнче усă куракан ятарлă техника куравĕ иртнĕ.
Вĕренÿ методика сборĕнче сăмах илнĕ май ЧР Правительствин чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас, унăн сиенне пĕтерес тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ М.Янковский пухăннисене республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă пĕрлехи ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă.
Раççей МЧСĕн республикăри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ С.Антонов 2012 çулта тăрăшуллă ĕçпе палăрнă сотрудниксене наградăсем панă.
2012 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн МЧСăн куçса çÿрекен Кубокĕпе I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.