26 декабря 2012 г.
Раççейре çулсерен сăра-эрех ĕçсе вилекенсен йышĕ ÿсет. Чăн та, эрехе пула мĕн чухлĕ çын леш тĕнчене ăсанать, çемье арканать, ача-пăча тăлăх ÿсет. Пĕр ĕç те, пĕр уяв та эрехсĕр иртмест. Çĕр улми лартмалла – «Çул курки» кирлĕ, вăрмантан вутă тиесе килмелле – каллех сĕтел çине чи малтан эрех тухать, туй валли вара ещĕкĕ-ещĕкĕпех туянма тивет ăна. Паллах эрех сиенĕ пирки пĕр чарăнмасăр калама пулать. Унран тĕппипех хăтăлма май çуккине пурте ăнланатпăр. Сăмахпа каланипе кăна эрех ĕçекен çынна витереймĕн. Çав-çавах та сăмахпа мар, конкретлă ĕçсемпе «симĕс çĕленпе» усă курассине чакармалла.
Хальччен çур литр туянасси чăрмав пулман. Çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вара саккун улшăнĕ. Ăна пур çĕрте те илме май пулмĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ тăрăх хула çывăхĕнчи вăрман, сквер, сад, парк, кÿлĕ, юхан шыв, пляж таврашĕнче тата туризм, канупа спорт валли йĕркеленĕ территорисенчи суту-илÿпе обществăлла апатлану объекчĕсенче сăра-эрех сутмĕç.
Алкоголь продукцине хăш-пĕр вырăнта сутма чарнин тĕп сăлтавĕ çын сывлăхне упрассипе, çемьене çирĕплетессипе, халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе, общество йĕркине пăхăнма вĕрентессипе çыхăннă.
Эрех ĕçме сăлтав шырас марччĕ, унран хăтăлассишĕн тăрăшасчĕ.