АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ене çитсе куртăм

26 декабря 2012 г.

Ыхраçырмара çуралса ÿснĕ эпĕ. Вăхăт çитсен юнашарти ялта, Шăплатра, 4 çул пĕлÿ пухнă. Унтан Урнара çÿреме пуçларăмăр вĕренме. Ирхине каяттăмăр, каçхине çуран килеттĕмĕр. Куллен пурĕ 6 çухрăма яхăн утаттăмăр. Çумăрта та, шартлама сивĕре те тухса чупаттăмăр. Пирĕн, аякри ялсенче пурăнакансен, пĕр тĕллев пулнă - шкула вăхăтра çитмелле.

... Паянхи кун пек астăватăп-ха. Саккăрмĕш класс хыççăн чăвашла сочинени çырмалла. Питĕ вăйлă çумăр витĕрех çитрĕмĕр çырма хĕрне. Юхан шыв сарăлса кайнă, кĕперĕ вара тахçанах çĕрсе ишĕлнĕччĕ. Каçма май çук тесе экзамен тытмасăр киле каяймăн вĕт-ха. Пурте пĕр шухăш тытрăмăр: пушмаксене хывса, шывра ишме пĕлекенсенчен тытăнса каçмалла. Ирхине 9 сехетре, экзамен пуçланать, палăртнă вăхăт тĕлне пурин те сĕтел хушшинче пулмалла. Мĕн тетĕр? Çамрăклăх малаллах чĕннĕ. Пилĕк таран пулакан юхан шыва кĕрсе, пĕр-пĕрне пулăшса, каçрăмăр самантран тепĕр енне. Кĕпе-тумтире пăрса типĕтрĕмĕр. Халь мĕн ятлă сочинени пулнине астумастăп. Йĕпе кĕпе тумтирпе пулин те, «5» паллăлăх çырнине манман вара. Кивĕ, йывăç çуртра вĕренеттĕмĕр. Класĕсем, вутпа хутсах тăнă пулин те, ăшах марччĕ. Кăмака тавра тăрса ăшăнса юлассишĕн тăрăшаттăмăр.

Пĕр-икĕ çултан пире сехĕрлентернĕ юхан шыв урлă кĕпер хывкаларĕç. Кивĕ шкултан çÿлерех çĕннине тума пуçларĕç. «Эх, чаплă шкулта вĕренсе курасчĕ», - тесе ĕмĕтленеттĕмĕр. Çунатлă çамрăклăхăн савăнăçлă шухăшĕ пурнăçа кĕмерĕ.

Эпир Урнарти вăтам шкултан вĕренсе тухсан тин çĕннинче пĕлÿ пама пуçларĕç. Вун-вун çул хыçа юлчĕ унтанпа. «Мĕнле пурăнатăн-ши эс, тăван шкулăм? Ăçта-ши эсир, пĕрле вĕреннĕ тантăшсемпе юлташсем?» - текен ыйтусем тăтăшах канăç памастчĕç.

Çак кунсенче хуравне тупма çула тухрăм. Районтан ирех çитрĕм Вăрмар поселокне. Урнар еннелле каякан автобусăн маршрутпа тухма вăхăчĕ çитиччен кÿршĕ районти редакцинчи ĕçтешĕмсен çитĕнĕвĕсемпе кĕрсе паллашрăм. Савăнтăм вĕсем яланах малта пыма пултарнăшăн. Маттур çав унти журналистсем, нихăçан та пуçа усмаççĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат содержанине пуянлатассишĕн те тăрăшаççĕ, вырăнти пичет кăларăмĕ тĕрлĕ ÿсĕмри вулакана интереслентертĕр тесе тимлеççĕ.

Ăнăçу сунса сывпуллашрăм ĕçтешĕмсемпе. Манăн çул малалла - Урнарти шкула çитмелле. Асăннă яла кĕрсенех чарăнчĕ автобус. 30 çул ытла пулман та.

Кăкăртан сиксе тухасла тапать чĕре. Эпир пĕлÿ илсе тухнă шкул çук ĕнтĕ. Арçын ачасем тĕрлĕ япала каскалама вĕреннĕ мастерской вара вырăнĕнчех. Ун çывăхне пырса чылайччен сăнаса тăтăм. М.Вавилов учитель тăрăшатчĕ унта, арçын ачасене йывăçран, тимĕртен тĕрлĕ япаласем тума хăнăхтаратчĕ. Эпир, хĕр ачасем те, каçаттăмăр унта час-часах сăн ÿкерттерме. Çак таврара ман ачалăх, çамрăклăх «сывланăн» туйăнчĕ.

Çывăхра - пĕр хутлă çĕнĕ çурт. «1981 çул», - тесе çырса хунă кĕмелли алăкăн сылтăм енне. Пĕрре те кĕрсе курман ку шкула, тен, тунă чухне хаваслă ĕмĕтсемпе пăхса çаврăннă та пулĕ пулас шкулăн стенисене, халĕ тин астумастăп.

Алăкĕ çинче çăра çук пулсан, шалта çын пур. Кĕрсе тăрсан, тахçан çамрăк чухне палланă хĕрарăма тĕл пултăм. «Сывлăх сунатăп. Килсе курас терĕр-и;» - сăмах пуçарчĕ вăл. Елена Егоровна Иванова 17 çул шкулта поварта ĕçлет иккен. Манран пĕр çул каярах вĕренетчĕ вăл. Хам çырнă кĕнекесене парнелес шухăшпа килнине пĕлсен, вăл мана библиотекăна ертсе кайрĕ. Галина Михайловна Коновалова секретарь-машинистка тата библиотекарь ăшшăн йышăнчĕ, кĕнекесемшĕн тав турĕ. Пĕр-иккĕшне ялти библиотекăна та çитерме сĕнтĕм. Коридорта тепĕр хĕрарăм тĕл пулчĕ. Шел, хушамачĕпе ятне ыйтма маннă. Техслужащи пулчĕ пулас, умĕнчи журнал çине кам килнине, миçемĕш çулта шкултан вĕренсе тухса кайнине çырса юлчĕ. «Виçĕ хĕрарăм - пĕр пасар», - тенĕ пек чылайччен калаçса лартăмăр.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Геннадий Олегович Васильев çамрăк директор ертсе пырать иккен кунти коллектива. Вăл математикăпа информатика предмечĕсемпе пĕлÿ парать. Вун ытла вĕрентекен ĕçлет шкулта, 66 ача (пĕлтĕр 84 вĕренекен пулнă) пĕлÿ пухать.

Урнар ялĕнчен пĕр автобус Пысăк Енккассинчи çĕнĕ шкула ачасене вĕренме турттарать, Шăплатран - тата тепре.

Мана пĕлÿ панă вĕрентекенсем Николай Григорьевич Шмелев, Ольга Леонтьевна Леонтьева, Анастасия Федоровна Русскова, Раиса Семеновна Краснова, Людмила Ивановна Платонова тата ыттисем сывă пурăнаççĕ иккен-ха. Мухтав Турра, çĕр çултан та иртчĕр. Урнарти çĕнĕрен тунă шкул çурчĕн ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шанатăп. Унтан нумай-нумай паллă çын тухтăр малашлăхра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика