26 декабря 2012 г.
Декабрьте пĕрремĕш класра Уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Пур ачан ашшĕ-амăшĕ те килнĕ. Вĕсем шкула палăртнă вăхăтра килни, ачасен пурнăçĕпе кăсăкланнине пĕлтертет те ĕнтĕ. Чи малтанах математика урокĕ пулчĕ. Ку урок пуçланас умĕн ачасем урок валли хатĕрлесе хунă кăранташпа хуратмалли çухалнине курчĕç. Хăйсем хытах пăшăрханчĕç. Ак тамаша! Ăçта! Кам илнĕ-ши вара; Часах урок пуçланчĕ. Кăранташпа хуратмалллине виçĕ пуçлă çĕлен вăрласа кайнă иккен. Урокра ачасем тăрăшса ĕçлерĕç, çĕлене çĕнтерчĕç, тусĕсене тупрĕç. Ун хыççăн ашшĕ-амăшĕсем литература вулавĕн урокĕнче ларчĕç. Ку урокра ачасем «Хĕрлĕ Калпак» юмахпа паллашрĕç.
Юлашкинчен уявсем ирттерекен пÿлĕме çул тытрĕç. Пĕрремĕш класс ачисене паян вулавçăсен йышне илеççĕ. Уява тĕрлĕ юмахсенчен сăнарсем те килсе çитрĕç: Печкин почтальон, Хоттабыч старик... Вĕсем ачасене тĕрлĕ вăйăсем выляттарчĕç, кăткăс ыйтусем, тупмалли юмахсем пачĕç. М.Васильева кĕнекене епле тытмалли çинчен каласа пачĕ.
Уява пĕрремĕш класс ачисем «Икĕ пĕчĕк сар автан» ятлă кулăшла ташăпа вĕçлерĕç. Н.Николаева вĕрентекен пĕтĕмлетсе сăмах илчĕ.