АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕлле - грипп та ОРВИ пĕрле

26 декабря 2012 г.

Хĕл кунĕсенче вирус инфекцийĕсем - грипп тата ОРВИ - ытларах алхасаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те сывлăш çулĕсене инфекци лекнипе аталанаççĕ. Çапах грипп вирусĕ чылай кавартарах, усалтарах. Вăл хăвăртрах ерет, тÿрех ураран ÿкерет.

Грипп вирусĕ виçĕ тĕрлĕ (А, В, С) пулать. А тата В тĕсĕсен антиген тытăмĕ тăтăш улшăнать. Çавăнпа çулсерен «çĕнĕ» вируспа кĕрешме тивет. Вĕсенчен кашни хăйне май пуçланса хăйне евĕр аталанать.

Мĕнле ерет? Грипп вирусĕ 75 градус сивĕре те пĕтмест. Çавăнпа çак чир талккăшĕпех сарăлать тата хăвăрт аталанать.

Сывă çынна чирлинчен ытларах сывлăшпа ерет. Калаçнă, ÿсĕрнĕ, сунасланă чухне грипп вирусĕ йĕри-тавра саланать: ÿсĕрнĕ чух - 2-3 метра, сунасланă вăхăтра - 10 метр таранах. Çавăнпа кун пек чух тутана сăмса тутрипе хупламалла, çакă вирус сарăлассине 10-70 хут пĕчĕклетет. Инфекци таса мар алăсем урлă та куçать: пĕр-пĕрне алă тытсан, алăк хăлăпĕсенчен... Çавăнпа чир алхаснă чух алăсене тăтăшах çумалла.

Еплерех палăрать? Вирус организмра питĕ хăвăрт аталанать, чир паллисем 12-48 сехетренех палăрма пултараççĕ. Грипп тăрук пуçланать, ÿт температури хăвăрт, тÿрех 39-40 градус таран ÿссе каять, шăнтса пăрахать, вĕрилентерсе ярать, пуç çаврăнать, вăй пĕтет, ăш пăтранать, хăстарать, куç шăрçисем, пуç, мышцăсем ыратаççĕ... Унăн вирусĕ ытти инфекци чирĕнчен вăйлăрах аптăратать, хăвăртрах иртет. Выртса сипленсен грипп 5-6 кунран парăнать пулсан ОРВИ икĕ эрнене яхăн тăсăлма пултарать. Сăмса юхать, сунас аптăратать, пыр ыратать, ÿсĕрттерет, ÿт температури пысăках мар.

Ĕçшĕн «çунакан» çынсем грипа та ура çинчех ирттерме тăрăшаççĕ. Кун пек чух вăл шала кайма (хăлха, ÿпке шыçма, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕсем хавшама) пултарать. Çавăнпа килтен тухмасăр пĕлсе сипленмелле. Çапла туни хăвăршăн кăна мар, ыттисемшĕн те лайăхрах. Шкула е ĕçе кайса ыттисене те вирус ертес хăрушлăх чакать. Пĕр чирлĕ çын вăтамран 20 сывă çынна чирлеттерет иккен.

Мĕнле сипленмелле? Вирус ернине сиссен, ÿт температури ÿсме пуçласан тухтăра чĕнмелле. Вĕрилентерме тытăнсанах. 38 градусран иртмесĕр ÿт температурине чакарма сĕнмеççĕ. Вирус инфекцийĕ лексен ăна хирĕç тăма пултаракан препаратсем сĕнеççĕ. Тÿрех антибиотиксем ĕçме тăхтамалла, вĕсем вируссене хирĕç тăраймаççĕ, организма чире хирĕç кĕрешме чараççĕ. Вĕри мунчара çăвăнма, ваннăйра шыва кĕме юрамасть.

Организма наркăмăшлă япаласем сиен кÿресрен шыв, çăка чечекĕнчен е курăксенчен вĕрентнĕ чей, шур çырлипе хăмла çырли морсĕ, пыл, ыхра, сухан, палан ытти чухнехинчен ытларах çиме тăрăшмала. Чирлĕ çын выртакан пÿлĕмне тăтăшах уçăлтармалла.

Вирус çаклатас мар тесен... Грипп ытлашши ан алхастăр тесе эпидеми пуçланиччен чылай маларах ятарлă прививка тăваççĕ. Чи малтанах - ачасене, ватăсене, студентсене, педагогсемпе медиксене, транспорт ĕçченĕсене... Чир çаклатас мар тесен иммунитета çирĕплетме, организма пиçĕхтерме тăрăшмалла, спортпа туслашмалла.

Çуран çÿрени, йĕлтĕрпе ярăнни питĕ усăллă.

Тĕрĕс те вăхăтра апатланни, витаминсемпе пуян пахча çимĕç, улма-çырла, ыхра, сухан, купăста ытларах çини те вируссемпе кĕрешме май парать. Чир-чĕр алхаснă тапхăрта çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче сахалрах çÿремелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика