26 декабря 2012 г.
Поселокра юлашки çулсенче умлă-хыçлă темиçе çĕнĕ парикмахерски те уçăлчĕ ĕнтĕ. Çапла майпа хăйсен ĕçне пуçарса яракансем ытти çынсем валли те ĕç вырăнĕсем йĕркелесе яраççĕ. Çÿç майламалли, касмалли пулăшу тĕсĕсене сĕнекенсем чылаях, анчах халăх хăнăхнă, хăйне килĕшекеннисене суйласа илет, вĕсем патнех çÿрет.
Райпо территорийĕнче вырнаçнă «Ромашка» йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра çак ятпах парикмахерски ĕçлет. Кунта Елена Вотякова, Светлана Антонова, Марина Панасюк универсал парикмахерсем тăрăшаççĕ. Клиентсем те вĕсен ĕçĕпе кăмăллă, ырă сăмахсем кăна калаççĕ. Ĕç кунĕ «çăмăл алăран» пуçланчĕ пулсан кунсерен 20-30 çыннăн çÿç-пуçне тирпейлесе яма пултараççĕ ăста та маттур ĕçченсем. Тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсене те, арçынсене те çÿç касма, хими мелĕпе çÿç кăтралатма та пурне те хапăл туса кĕтеççĕ. Аслă ăрури çынсене йÿнĕрех хакпа та йăла пулăшăвĕ параççĕ.