26 декабря 2012 г.
Шартлама сивве пăхмасăрах Çĕнĕ çул илемĕпе киленме Шупашкара çул тытрĕç Кавалти шкулта вĕренекенсем.
Шăкăл-шăкăл калаçса ачасем Шупашкара çитнине те туймарĕç. Çĕнĕ автобусĕ те ытла та ăшă та хăтлă. Хулана çитсен тутлă та вĕри апат çинĕ хыççăн ачасем залива конькипе ярăнма васкарĕç.
«Вĕçсе пырап конькипе,
Хăлхасем хĕп-хĕрлĕ»
сăвă йĕркисем аса килчĕç асăма ачасем конькипе ярăннине сăнанă май.
Пăртан хитре кĕлеткесем касса «Юмах хулине» ăсталакан мастерсенчен тĕлĕнчĕç шăпăрлансем. Çĕнни, халиччен курманни тупăнчĕ вĕсемшĕн.
Атăл хĕрринче вырнаçнă наци музейĕнчи экскурси те ачасен тавра курăмне анлăлатрĕ. Содержанипе пуян та илĕртÿллĕ экспонатсем ваштах хăпартмарĕç ачасене хăйсем çумĕнчен.
Хулари капăр çуртсенчен пĕри «Мадагаскар» суту-илÿ центрĕнче вара ачасем Çĕнĕ çул каçĕнче савăнчĕç.
Елка тавра юрăсемпе ташăсем ташлаттарса, тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурссем ирттерсе чаплă парнесем парнелерĕç Хĕл Мучипе Юр пике. Çапла вара ачасем хуларан пушă алăпа мар ашшĕ-амăшĕсене савăнтармалăх та кучченеçсемпе киле таврăнчĕç.
Каç сăнĕ çапсан, хулара пĕтĕм çĕртех йăлтăр-ялтăр çутăсем çуталсан, хитре чăрăшсем илемĕпе киленсе çав тери кăмăллă пулчĕç ачасем.
Малашне те вĕренекенсене асра юлмалли самантсем ытларах парнелесчĕ тесе тăрăшăпăр. Çитес çул та тĕрлĕ мероприятисене ачасемпе тухса çÿреме планланă, палăртса хуни пурнăçа кĕрсе пырасса шансах тăратпăр.