АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туртмалли хутăшсем пирки

22 декабря 2012 г.

Йĕрке хуралĕнче тăракансемпе прокуратура ĕçченĕсем туртмалли хутăшсене туртса илес тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ пулин те çав-çавах Раççей Федерацийĕн территорине наркăмăшлă курăксене илсе килсех тăраççĕ. Аслă Британире, Францире, Германире, Австрире, Швейцарире, Норвегире, Финляндире, Польшăра, Австралире, Японире, Çĕнĕ Зеландинре, АПШра вĕсене çĕршыв территорине илсе кĕме чарнă. Раççей территорийĕнче туртмалли хутăшсене Spice, EX-SES Platinum тата ытти ятсемпе те сутаççĕ. Наркăмăшлă ÿсен-тăрансене вĕтетсе ваккăн тавар сутакан тата интернет лавккасем урлă та сĕнеççĕ. Уйрăм çынсем вĕсене çын нумай пухăнакан вырăнсенче - пасарсенче, вокзалсенче вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Сутакансен алăра нимĕнле документ та çук. Çак хутăшсемпе Раççейĕн нумай регионĕсенче (Чулхула, Пенза, Оренбург облаçĕсенче, Тутар республикинче) çынсем наркăмăшланнă.

2012 çулта район прокуратури РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсемпе пĕрле туртмалли хутăшсене сутакансем саккуна мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕрĕслесех тăраççĕ. Çавăнпа аптекăсене, таварсене ваккăн сутакан вырăнсене тухса çÿреççĕ. Юридици сăпатĕнчи тата уйрăм çын предпринимательсене туртмалли хутăшсене сутмалла марри çинчен асăрхаттарсах тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика