22 декабря 2012 г.
Хуруй ялĕ район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ял шутланать. Апла пулин те çак ялăн пурнăçĕ, сăн-сăпачĕ улшăнсах пырать. Мана кунта ытларах ĕçчен те сăпайлă çынсем пурри тĕлĕнтерчĕ. Вĕсенчен пĕри - Афанасьевсен çемйи. Нина Ильиничнăпа Николай Афанасьевич пĕрле алла-аллăн тытăнса, пĕр çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрĕ пулин те паян та вĕсем лара-тăра пĕлмеççĕ, кĕçĕн ывăлĕн çемйине пулăшса тăраççĕ, кил тĕрĕшри ĕçсене тăваççĕ.
Хуруй ялĕнче Н.Афанасьевпа пĕрле Культура çуртĕнче вăй хунă Р.Иванова та çак пултаруллă çын пирки чылай ăшă сăмахсем çырса янă. Вăл хăйĕн çырăвĕнче Николай Афанасьевичăн пĕтĕм пурнăç кун-çулне сăнласа панă.
Н.Афанасьев 1937 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă, Хуруйĕнчи 7 класлă шкула вĕренсе пĕтернĕ. Унтан Ăвăспÿрт Кипечри 10 класлă шкулта пĕлÿ пухнă. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Унтан таврăнсан комсомол путевкипе Çурçĕр Казахстан облаçне çĕнĕ çĕрсем уçма кайнă. «Дубровинский» совхозра механизатор пулса тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Пушă выртакан тата çĕнĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕшĕн» медальпе наградăланă. Унтан таврăнсан 1959-1965 çулсенче «Авангард» совхозра кладовщик пулса тăрăшать. 1965 çулта ăна партин Вăрмарти райкомĕ сĕннипе Шупашкарти партипе совет шкулне вĕренме каять, унтан 1967 çулта вĕренсе пĕтерсе Вăрмарти райĕçтăвкомра аслă инструктор пулса тăрăшать.
1972 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Хуруйĕнчи Культура çурчĕн директорĕ, библиотека заведующийĕ пулса тăрăшать. Вăл вăхăтра Çĕрпÿри Культурăпа çут ĕç училищине куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. Пĕлĕве малалла ÿстерес тĕллевпе каярахпа Хусанти культура институтне вĕренме кĕрет. Унтан вĕренсе тухса алла диплом илет. Мăшăрĕпе, Нина Ильиничнăпа, 1962 çулта çемье çавăраççĕ. Вĕсем 5 ача çуратса ÿстерсе вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Нина Ильинична ĕмĕр тăршшĕпех «Авангард» совхозра кладовщик пулса ĕçленĕ.
Николай Афанасьевич культура ĕçĕнче чылай пысăк тÿпе хывнă. Çакна пĕрле ĕçленĕ Р.Иванова та хăйĕн çырăвĕнче палăртать. «Вăл тĕлĕнмелле сăпайлă çын. Ватăсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла, шкул ачисемпе калаçнă чухне яланах пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ.Çавăнпах та пулĕ Н.Афанасьев ирттерекен мероприятисене курма халăх йышлă çÿренĕ, хăйсем те активлă хутшăннă. Николай Афанасьевич ĕçленĕ чухне клубра драма, хор кружокĕсем ĕçленĕ. Вырăнти халăх хăйĕн пултарулăхне районта çулсерен иртекен Акатуйсенче пĕрре кăна мар кăтартнă. Хатĕрленĕ спектакльсене вара Канаш районĕнчи ялсене кайса лартса панă», - тесе çырнă Р.Иванова.
Ĕçре ÿсĕмсем тунăшăн Н.Афанасьева Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та Афанасьевсен çемйи картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. 10 гектар çинче вĕсем тĕш тырă тата нумай çул ÿсекен курăксем туса илеççĕ. Çĕр ĕçĕсене тума хăйсен трактор, комбайн пур. Вĕсемпе Сергей ывăлĕ ĕçлет.
«Çĕр - пире тăрантаракан», - тет Николай Афанасьевич. Çулсем иртеççĕ пулин те, унăн вашаватлăхĕ, тараватлăхĕ сÿнмест-ха, хăйне патвар та çирĕп туять. Ял аталанăвĕ - пуçаруллă çынсенче. Эпир вара çĕр çинче ĕçлесе пурăнакан пултаруллă та ĕçчен Афанасьевсен çемйине ăнăçусем сунатпăр.