АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Симĕс чăрăш - Çĕнĕ çул парни

22 декабря 2012 г.

Çĕнĕ çул вăхăтĕнче елка лартасси Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче пуçланнă. 1699 çулта вăл çулталăк пуçланнине Христос çуралнă кунран шутлама йышăннă, Çĕнĕ çул уявне Европăри пек январĕн 1-мĕшĕнчен уявлама хушнă. Çав кунран пуçласа Мускав çыннисем уява кĕтсе кăвайтсем чĕртнĕ, фейерверксем янă, пĕр-пĕрне саламланă, çуртсене лăсăллă йывăçсемпе илемлетнĕ.

Елка хитрелетес йăла ĕлĕкех пулнă. Ун чух çынсем йывăçсем çинче ÿсен-тăранпа çимĕç туррисем пурăннă тесе ĕненнĕ, çавăнпа кунсем вăрăмланма пуçласан вăрмана кайса турăсене «парнесем» панă - чăрăш тураттисене тĕрлĕ япаласем çакса капăрлатнă.

Петĕр патша вилсен Çĕнĕ çул елкисене лартма пăрахнă, хупах хуçисем кăна хăйсен килĕсене елкăсемпе хитрелетнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче большевиксем Çĕнĕ çул уявне пачах та уявлама пăрахтарнă. 1935 çулта П.Постышев текен патшалăх ĕçченĕ уява каялла «тавăрнă», 1936 çулта вара Союзсен Çурчĕн Колонна залĕнче елка лартса ачасемпе çамрăксем валли уяв ирттернĕ. Çавăнтанпа кашни çул елкăна илемлетес йăла паянхи куна та пырать.

Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне чăрăшсемпе тивĕçтерес енĕпе вăрманти хуçалăх ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсене ятарласа уяв валли плантацисенче лартса ÿстереççĕ. Анчах та хăш-пĕрисем çĕнĕ хунавсене ирĕк илмесĕрех касаççĕ. Вĕсене асăрхаттарса калас килет: пĕр метр çÿллĕш чăрăша каснăшăн 2345 тенкĕ таран штраф параççĕ, административлă явап - 3500 тенкĕ - тыттараççĕ. Çĕнĕ çул умĕн вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем ятарлă патрульсем йĕркелеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика