22 декабря 2012 г.
1917 çулччен çын çуралассине, вилессине регистрацилесси Чулкас, Пăртас, Патти, Энĕшпуç, Мăнçырма, Шăхаль, Арапуç, Вăтакас, Кавал ялĕсенче вырнаçнă чиркÿсенче пулса пынă. 1917 çулта патшалăх гражданла актсен органĕсене йĕркелессине пуçарса янă. Халăх комиссарĕсен Канашĕн председателĕ В.И.Ульянов (Ленин) ятарласа ку енĕпе декрет кăларнă, гражданла актсене регистрацилессине саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пымалли çинчен каланă. Çавна май тĕн енĕпе çыхăннă учрежденисене мăшăрлану, çурални, вилни çинчен регистраци кĕнекисене ЗАГС пайĕсене пама хушнă.
1918 çулта сентябрĕн 16-мĕшĕнче ВЦИК тата Халăх Комиссариачĕн Канашĕн ларăвĕнче советсен пĕрремĕш кодексĕ - çемье, опека, гражданла актсен Кодексне йышăнаççĕ. Ял тăрăхĕсенче актсене регистрацилеме граждансен влаç органĕсене параççĕ. Ял тăрăхĕсенче ăна ĕç пурнăçлакан вулăсри комитетсем илеççĕ. 1919 çултан пуçланă акт çырăвĕн пĕрремĕш кĕнекисем Вăрмар районĕнчи ЗАГС пайĕнче упранаççĕ. Совет республики ура çине тăнă чухне ЗАГС органĕсен ĕçне йĕркелеме çăмăлах пулман, мĕншĕн тесен çак ĕçре чылай çĕнĕлĕхсене вĕренме тивнĕ. Çынсем ун чухне ăçта каймаллине чухласах илеймен, ĕлĕкхиллех ачасем çуралнине, мăшăрланнине, çын вилнине регистрацилеме чиркĕвех кайнă. 1919 çулта гражданла акт 1346 регистрациленĕ, 1920 çулта - 990, 1926 - 2203, 1928 çулта - 2257.
1918-1927 çулсенче гражданла актсен регистрацине вулăсри 3 исполком: Кивĕ Арапуç, Çĕнĕ Кавал, Энĕшпуç ĕçтăвкомĕсем пурнăçласа пынă. Ял совечĕсем çын çуралнине, мăшăрланнине, вилнине регистрациленĕ.
Вăл вăхăтри гражданла акт çырăвĕсене вуланă май çакна асăрхатăн: ытларах чухне кунта алăпа çырнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче хутла пĕлекен çын сахал пулни палăрать. Тĕслĕхрен ята, хушамата, ашшĕ ятне кĕскетсе е йăнăшпа çырнине тĕл пулатăн. Акă «Галина» вырăнне «Каля» тесе çырнине те вулама пулать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен çĕнтерÿпе таврăнсан, çемьесем чăмăртанасси те ÿснĕ. 1945 çулта вĕсен шучĕ 129 пулнă, 1942 çулта вара пурĕ те 44 çемье кăна мăшăрланнă. Ача çураласси 1942 çулпа танлаштарсан 50 процент чакнă (1942 - 1157, 1945 çулта 629 ача çуралнă). Вăрмар районĕ йĕркеленнĕ вăхăтранпах ЗАГС пайĕнче ĕçчен, яваплăха туйса тăракан çынсем ĕçленĕ. Вăхăт иртнĕ май ЗАГС органне ертсе пыракансем те улшăнсах пынă.
1949 çулта Вăрмар районĕнчи ЗАГС бюровĕ Чăваш АССРĕнчи Шалти ĕçсен пайĕн управленине пăхăнса тăнă. 1950 - 1952 çулхи июль уйăхĕччен ЗАГС бюровне А.Чернова ертсе пынă.
1952 çултан пуçласа 1959 çулхи май уйăхĕ таран ЗАГС пуçлăхĕ пулса Алефтина Ивановна Смирнова ĕçленĕ. Çав çулсенче паспортсене улăштарнă вăхăтра çурални çинчен калакан актсем регистрацилени ытларах пулнă.
1957 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен гражданла актсене регистрацилессине ĕçтăвкомсен вырăнти депутачĕсен Канашĕ пурнăçласа пыма тытăнать. 1959-1974 çулсенче ЗАГС бюровĕн заведующийĕнче Серафима Петровна Соколова тăрăшса вăй хурать.
1969 çулта «РСФСР çемье тата мăшăрлану çинчен калакан Кодекс» йышăннă.
1969 çулта 25 ачана ашшĕ пурри çинчен калакан документ панă, 1970 çулта - 86.
1974 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 1987 çулхи июнь таранччен ЗАГС бюровне Клавдия Ананьевна Соловьева ертсе пынă. Çамрăк çемьесене, ача çуралнисене регистрацилесси районти Культура çуртĕнче иртнĕ. Çав вăхăтра çемье институтне çирĕплетес енĕпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи политикăри, экономикăри пăлхавлă лару-тăру çемьесем чăмăртассине, ачасем çуратассине палăрмаллах чакарчĕ. 1983 çулта 592 ача çуралнă пулсан, 1992 çулта 404 пепке кун çути курнă. 1983 çулта 439 çемье чăмăртаннă, 1992 çулта вара 221 кăна.
1997 çулта «гражданла актсене регистрацилесси çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн Вăрмар район территорийĕнче гражданла актсене регистрацилесси ял тăрăхĕсен администрацийĕсенчен ЗАГС пайне куçать.
Хальхи вăхăтра ЗАГС пайĕ Вăрмар район администрацийĕнче вырнаçнă. 2008 çултан пуçласа уявсем ирттермелли ятарлă залра 695 çамрăк мăшăр пĕрлешнĕ. Ку зала капăрлатнă, илемлĕ сăн кĕртнĕ. Райадминистрацин ЗАГС пайĕнче хальхи вăхăтра 2 çын тăрăшса вăй хурать. ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ - çынсен интересĕсене тĕпе хурса тăрăшасси, вĕсене яланах пысăк тимлĕх уйăрасси.
1987 çултан пуçласа паянхи кунчченех райадминистрацин ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ пулса Валентина Альбертовна Волкова тăрăшса вăй хурать. Хăйĕн ĕçне вăл тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Çак вăхăтра В.Волкова ертсе пынипе 15 пин ытла гражданла акт регистрациленĕ. Унсăр пуçне ЗАГС пайĕ республикăри конкурссене те активлă хутшăнать. 2002 çулта вăл «Чăваш Республикинчи районсем, хуласем хушшинчи чи лайăх ЗАГС» смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех райадминистрацин ЗАГС пайĕ 2004, 2006, 2007, 2010 çулсенче асăннă смотр-конкурсра та малти вырăнсене тивĕçнĕ.
Райадминистрацин ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Валентина Альбертовна Волкова хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн район администрацийĕн, Чăваш Республикин юстици министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Пĕрле тăрăшса вăй хуракан Е.Илларионова ертсе пыракан специалист ачасене, çĕнĕ мăшăрсене регистрацилессипе ĕçлет. Елена Никитична гражданла актсене вăхăтра тата тĕрĕс йĕркелесе пынăшăн Чăваш Республикин Юстици Министрĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
ЗАГС пайĕнче информаци технологийĕсене çĕнетессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Халĕ гражданла актсене регистрацилес ĕç электронлă мелпе пулса пырать. Архивра 1954 çултан упранакан документсене электронлă вариантпа тупассине йĕркеленĕ.
Çемье институтне çирĕплетес, культура йăли-йĕркисене сыхласа хăварас тĕлĕшпе чылай мероприятисем йĕркелеççĕ. Çветтуй Валентин, районта иртекен «Акатуй» уявĕсенче çамрăк мăшăрсене регистрацилес ĕçе йăлана кĕртнĕ. Çавăн пекех Çемье, Амăшĕсен, ача çуралнă кунĕсенче нумай ачаллă çемьесене чыслас ĕç те çÿллĕ шайра пулса пырать. Юратупа шанчăклăх тата çемье кунне чысласси районта пурăнакансемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта 50 çул тата ытларах та пĕрле алла-аллăн тытăнса пурăнакан çемьесем кĕреççĕ. Акă вĕсем: Тикаш ялĕнче пурăнакан Егоровсем, Мăнçырмари Мефодьевсем, Энтриялĕнчи Никоновсем, Вăрмар поселокĕнчи Чебослаевсем, Кугушевсем тата ыттисем те. Вĕсем çамрăк ăрушăн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăраççĕ.