АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руле алăра çирĕпрех тыт, шофер

31 августа 2013 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çул-йĕр правилисене пăсакан водительсен те, çуран çÿрекенĕн те пысăк штрафсем тÿлемелле пулĕ.

Уйрăммăн илсессĕн автомашинăпа хăвăртлăха ÿстернĕшĕн, светофор умĕнче чарăнманнишĕн, çак правилăсене пăснăшăн халĕ пĕр пин тенкĕ кăна мар, 5 пин тенкĕ таран тÿлемелле пулать. Унсăр пуçне водителе руль умне ларма çур çул таранччен чарĕç. Çул çинче палăртнă тăрăхра водитель автомашина хăвăртлăхне сехетре 60 километртан ытларах ÿстерчĕ пулсан штраф 2,5 пин тенкĕпе танлашĕ. Тепĕр хут хăвăртлăха сехетре 80 км ытларах ÿстерсен водителĕн прависем пирки çулталăклăха манмалла.

Ăссăр çын кăна эрех ĕçсе руль умне ларма пултарать. Вĕсен айăпĕпе-çке çул çинчи инкексен ытларахăш пайĕ пулса иртеççĕ. Çак цифрăсем «çуттине» сыпма юратакансене шухăша ямалла. Енчен те сире çак лару-тăрура çул çинчи йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем чарчĕç, эсир медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕç пултăр пулсан 30 пин тенкĕ таран административлă штраф тÿлеме лекĕ. Водитель удостоверенине 1,5-2 çул таран тытса илĕç. Руль умĕнче тепĕр хут ÿсĕрле лексессĕн штраф шайĕ 50 пин тенкĕ таран ÿсĕ, 3 çул хушши вара çуран çÿреме тивĕ. Çĕнĕ йĕркепе юнра 0,16 миллиграмм спирт йышĕ палăрсан руль умне ларма ан та шутлăр.

Сентябрьтен çул çинчи йĕркене пăснăшăн административлă айăплав та ÿсет. Енчен те судья, водителĕн çемьери лару-тăрăвне шута илнĕ пулсан та, ăна 2 талăк таран тытса чарма пултарнă пулсан - халĕ 10 талăк таран.Саккун çавăн пек автотранспортпа вăхăтлăх çÿремеллине чарать. Çак вăхăтлăх удостоверение ГИБДД сотрудникĕ çул-йĕр йĕркисене пăснă хыççăн тÿррех илме пултарать.

Водитель удостоверенийĕсĕр юлнă çын водитель удостоверенине вăл автоçул правилисене пĕлнине çирĕплетмесĕр памаççĕ. Çакна пĕлмеллех: сентябрьтен пуçласа пĕчĕк ачасене машина çинче тĕплĕрех илсе çÿремелли ларкăчсăр турттарса çÿрекенсен те 3 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме тивĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.Кондратьев, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрaмeн пуcлaхe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика