31 августа 2013 г.

Çĕнĕ вĕренÿ заведенийĕсем республикăра хута кайсах пыраççĕ. 2008 çулта Пысăк Енккасси ялĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хăтлă вăтам шкул хута кайрĕ. Унта халĕ çывăхри ялсенчи ачасем пĕлÿ пухаççĕ, кăçал вара, ыран, сентябрĕн 1-мĕшĕнче, Пинер ялĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул хăйĕн алăкĕсене уçĕ. 160 ача вырнаçмалăх вăл. Пĕлÿ кунĕнче партăсем хушшине пĕтĕмпе 90 ача - Пинер тата Вăтакас ялĕсенчен - ларĕç. Çав шкул çумĕнче ача-пăча сачĕ те ĕçлет. Унта шкул çулне çитмен 25 шăпăрлан çÿрет. Ытти çинчен аяларах вырнаçтарнă материалсенчен тĕплĕн пĕлме пулĕ.
Ял малашлăхĕ, унăн çĕнĕ сăн-сăпачĕ
Пинерте капмар, илемлĕ çуртсем йышлăн курăнса лараççĕ. Халĕ вара вĕсемсĕр пуçне икĕ хутлă çĕнĕ шкулăн çурчĕ ял сăн-сăпатне илем кĕртрĕ. Иртнĕ çул пуçланнă строительство ĕçĕсем пысăк хăвăртлăхпа пычĕç. Шкул строительствине «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи пурнăçларĕ.
Çакна палăртса хăвармалла: çак шкулăн проекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 111 миллион та 646 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннă обществăн строителĕсем пĕр канмасăр ăна хăпартса хута ярассипе тăрăшса вăй хучĕç. Халĕ вăл çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене йышăнма хатĕр.
Шкула çут çанталăк газĕ, электричество кĕртнĕ, канализаци, шыв пăрăхĕсен системине вырнаçтарнă. Кабинетсенче ятарлă оборудовани, сĕтел-пукан лартнă. Шкул йĕри-тавра тирпей-илем, хăтлăх хуçаланать. Унсăр пуçне шкул патне пыракан çул-йĕре асфальт сарнă, вăйă, спорт площадкисенче ачасем хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ.
Ялта шкул вĕрентÿпе культура, ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшакан центр пулса тăчĕ. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче вăл ачасене йышăнĕ. Малашлăхра çак шкулта пултаруллă вĕрентекенсем тăрăшнипе ачасем тарăн та паха пĕлÿ илсе республика, Раççей, тĕнче шайĕнче пысăк ÿсĕмсем тăвасса шанатпăр.
Уçса пăхар истори хапхине...
«Аваллăхсăр малашлăх çук» - çак сăмахсене эпир мар, ватă ăсчахсем каланă. Çулсем иртеççĕ - вĕсен тĕрĕслĕхĕ çиеле тухсах пырать. Пинер шкулĕ çитес вăхăтра 125 çул тултарать. Çак вăхăт хушшинче мĕн чухлĕ талантлă та пултаруллă ача вĕренсе тухман-ши? Чылай ăру асăннă шкултан паха пĕлÿ илсе малашлăх çулне уçнă.
Пинерте пуçламăш шкул 1888 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче уçăлать. Çак шкула уçма мĕн хĕтĕртнĕ-ха; Вырăнти халăхăн пĕчĕкрех пайĕ вулама, çырма вĕреннĕ, ытларах вара кĕлĕсем вуланă. Анчах та хутла вĕреннисен йышĕнче ытлă-çитлĕ пурăнакансен ачисем пулнă. Вĕсен йышĕ вара ÿссех пынă, тепĕр çулĕнче 35 арçын ача шкула çÿреме тытăннă. Вĕрентекенĕ М.Щербаков пулнă. Епархин училище канашĕнчен шкул 53 тенкĕ илсе тăнă. 1902 çулта кунта 49 арçын ача тата 8 хĕр ача вĕреннĕ. Пинерте пĕрремĕш учительница Пысăк Енккассинче çил арманĕ тытаканăн хĕрĕ Мария Дмитриевна пулнă. П.Миронов, В.Сидоров, Н.Захаров вара пĕрремĕш вĕренекенĕсем. Вĕсем Кирилл Сайваллов килĕнче (К.Павлов усадьби) пĕлÿ пухнă. Унтан вĕрентекен пулса Е.Федоров ĕçленĕ (вăл Çичпÿрт ялĕнчен пулнă). Каярахпа ачасем Т.Табаков килĕнче вĕренеççĕ.
Пинер ялĕнчен тухнă пĕрремĕш учитель Николай Петрович Петров пулнă, каярахпа вăл патша çарĕнче поручик пулать, 1968 çул пуçламăшĕнче вилнĕ.
1925 çулта ялта шкул хăпартма тытăнаççĕ, çак ĕçе 1929 çулта вĕçлеççĕ. Патшалăх строительство ĕçĕсене пурнăçлама 55000 тенкĕ уйăрса панă. Шкул заведующийĕ пулса Вăтакасри Василий Ефимович Нимаков ĕçлеме тытăнать. Тăватă класлă шкул пулнă вăл. 1930 çулта вара пиллĕкмĕш класс уçаççĕ. Чи паллă пулăмсенчен пĕри шкулта радио кĕртни пулнă. Кунта чылайăшĕ каçсерен радио итлеме çÿренĕ. Шкул вырăнти халăх хушшинче агитаци енĕпе ĕçлес тĕлĕшпе пысăк вырăн йышăннă.
1931 çулта асăннă шкул колхоз çамрăкĕсен шкулĕ ятне тивĕçет. Кунта 12 ялтан ачасем пĕлÿ пухма çÿренĕ. Кун пек тепĕр шкул Пысăк Енккассинче пулнă, ытти ялсенче вара пуçламăш класлисем кăна. Пур ачана та кунта вĕрентме май килмен, çавăнпа та ытларах çити-çитми пурнăçпа пурăнакансен ачисене илме тăрăшнă. Вĕрентекенсем пулса ун чухне К.Павлов, А.Андроников, Н.Мурзаков, Е.Сотнезова, В.Савушкина тăрăшнă. Кĕçĕн классене З.Рожкова, П.Риков вĕрентнĕ, Г.Емешов, Н.Нимаков, К.Данилов, Ф.Антонов вĕрентекенсем тăрăшса вăй хунă.
Шкулта кашнинчех пухусем йĕркеленĕ. Халăх унта активлă çÿренĕ. Çав вăхăтра вĕрентекенсем валли хваттерсем, шкул çумĕнче тараса, мастерской, нÿхреп, сарай, лаша вити, хапха тунă.
1932 çулта шкул заведующийĕ пулса В.Савушкина ĕçлеме тытăнать, анчах та вăл çак ĕçре нумай вăй хураймасть. Юстици халăх комитечĕн ĕçченĕ пулнă май ăна Вăрмар район халăх судне ĕçлеме илеççĕ. Çак çулăн вĕçĕнче шкул заведующийĕ пулса Н.Степанов вăй хума тытăнать. 1933 çулхи август уйăхĕнче вăл ĕçлеме пăрахать, асăннă шкула М.Зарев йышăнать. 1934 çулта шкул заведующийĕ пулса И.Васильев ĕçлет, анчах вăл çак ĕçре нумай вăй хумасть, ăна районти çут ĕç пайĕн пуçлăхне суйлаççĕ, шкула К.Павлов йышăнать. Завуч пулса И.Архипов тăрăшать.
1942 çулта К.Павлов районти çут ĕç пайĕн заведующийĕ пулса тăрать, шкул директорĕнче вара Я.Сидоров ĕçлет.1945 çулта фронтран Герман Егорович Егоров таврăнать, вăл тÿрремĕнех завуч пулса ĕçлеме тытăнать. 1946 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 1948 çул таран вăл директор ĕçĕнче вăй хурать. Вăрçă хыççăнхи çулсем пĕрре те çăмăл пулман. Шкулти классене хутса ăшăтма вутă Мордва республикинчен вăкăрсемпе турттарнă. Ун чухне шкулта 472 ача икĕ сменăпа вĕреннĕ. Шкулта тĕрлĕ кружоксем ĕçленĕ. «Нарспи», «Ялта», «Кушар» спектакльсем лартнă. 1948-1951 çулсенче директор пулса И.Ананьев, 1951-1960 çулсенче вара А.Тимаков тăрăшса вăй хураççĕ.
1960-1966 çулсенче шкул директорĕ пулса И.Петров вăй хурать. 1961 çулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсен вăйĕпе тăватă класлă шкул хăпартма тытăнаççĕ. Вĕсене ял совечĕн председателĕ П.Еремеев, «Победа» колхоз председателĕ А.Салтыков пысăк пулăшу кÿреççĕ.
1965 çулта пĕр гектар çинче улма-çырла пахчи чĕртсе яраççĕ. Кунта 250 тĕп улма йывăççи лартса хăвараççĕ. 1958 çулта Вăтакас шкулĕ Пинерти çичĕ класс вĕренмелли шкулпа пĕрлешет. 1962 çулта сакăр çул вĕренмелли шкул пулса тăрать.
1966-1968 çулсенче шкул директорĕ пулса П.Александров ĕçлет, 1968-1975 çулсенче вара çак ĕçре Л.Тимофеев тăрăшать.
1975-1978 çулсенче - Ю.Герасимов, 1978-1979 çулсенче - Ю.Кузьмин, 1979-1981 çулсенче - Ф.Нимаков, 1981-1986 çулсенче В.Егоров, 1986-1990 çулсенче О.Иванов, 1990-2001 çулсенче Р.Нимакова шкул директорĕсем пулса вăй хураççĕ. 2001 çултан пуçласа паянхи кунччен те çак ĕçре Г.Боредский мĕн пур вăй-халне парса ĕçлет. Тĕрлĕ çулсенче завуч пулса М.Егорова, Ф.Нимаков, А.Иванов, Т.Александрова тăрăшнă, 1995 çултан пуçласа вара çак ĕçре Г.Чернова вăй хурать.
1984 çулта кунта котельнăй тата пуçламăш классене вĕрентмелли шкул хута каять.
1965-1970 çулсенче асăннă шкулта кашни вĕренÿ çулĕнче 400-420 ача пĕлÿ илнĕ пулсан, 1990-1991 çулсенче вĕсен йышĕ 200 ача таран пулнă.
Мухтава тивĕçлĕ ентешсем
Пинерти шкултан вĕренсе тухнисенчен аслă пĕлÿллĕ 58 вĕрентекен, çавăн чухлех инженерсем, 10 юрист, Совет Çарĕн офицерĕсем - 11, аслă пĕлÿ илнĕ, ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансем 10 çын ытла тата ятарлă вăтам пĕлÿ илнисем те чылай. Çак статьяра вĕсене пурне те асăнса пĕтерме çук, анчах та район, республика шайĕнче ÿсĕмсемпе палăрнă çынсене асăнса хăварас килет. Вĕсенчен пĕри - ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ - Николай Григорьевич Григорьев. Вăл Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ, ĕç стажĕ унăн Пинерти шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕнчен пуçланнă. 1956-1969 çулсенче Энтрияль шкулĕн директорĕ пулса вăй хурать. 1969-1988 çулсенче районти çут ĕç пайĕн заведующийĕнче вăй хурать. Вăл вăрçă участникĕ. Н.Григорьева Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ - Клавдия Ивановна Якимова И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ, Урнар тата Пысăк Енккасси шкулĕсенче ĕçленĕ.
ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ - Станислав Николаевич Нимаков И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ, чылай çулсем Энтри Пасар шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ.
Александр Семенович Семенов чăваш учителĕсен институтне, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн 4 курсне вĕренсе пĕтернĕ. Вăл вăрçă участникĕ. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ икĕ орденне тивĕçнĕ, вăл çавăн пекех Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ, ЧАССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ журналисчĕсен тата писательсен Союзĕсен членĕ Аркадий Петрович Казанов Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ, литература каçалăкĕнче пысăк тÿпе хывнă. Унăн паллă произведенийĕсем: «Чун йыхравĕ», «Ир ларнă хĕл», «Çинçе хăва», «Кушак ылханĕ» тата ытти повеçĕсемпе калавĕсем. Вăл çавăн пекех чылай кĕнекесен авторĕ. А.Казанов республикăра тухса тăракан «Хыпар» хаçатра тĕп редактор пулса ĕçленĕ.
ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Антонович Корольков чылай çулсем хушши И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче социаллă-экономикăлла дисциплинăсен кафедринче преподаватель пулса ĕçленĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин икĕ степеньлĕ орденне тивĕçнĕ. Асăннă институтăн вырăс чĕлхипе литература тата истори факультечĕсене вĕренсе пĕтернĕ. 50 наука ĕçĕсен авторĕ.
Çак ялтан тухнă тепĕр паллă çын, Иван Кириллович Кириллов инженер-полковник Мускаври çарпа политехника училищине, каярахпа Ленинградри А.Ф.Можайский ячĕллĕ çарпа инженери академине вĕренсе пĕтерет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Байкал тăрăхĕнче службăра пулнă. 1972 çултан вара Байконурти космодромра строительство енĕпе начальник заместителĕнче вăй хунă.
Геннадий Николаевич Иванов отставкăри полковник Омскри çар училищинчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Кемерово облаçĕнче службăра тăнă. М.Фрунзе ячĕллĕ çар академине вĕренсе пĕтерет, Омск хулинче службăра пулнă.
Петр Григорьевич Григорьев Хусанти Аслă Çар танк училищинчен вĕренсе тухнă, Хабаровск хулинче службăра пулнă. Каярахпа Ленинградри çар академине пĕтерет.
Василий Яковлевич Яковлев та Мускаври çар академинче вĕреннĕ, Барнаулта службăра пулнă.
Педагогика наукисен докторĕ, Василий Кириллович Кириллов профессор вĕрентекенсем хатĕрлекен Канашри институтăн физикăпа математика факультетне, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне, наукăпа тĕпчев институчĕ çумĕнче аспирантура вĕренсе пĕтернĕ. Йĕпреç районĕнчи шкулсенче вĕрентекен, каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче доцент, унтан педагогикăпа психологи кафедрин заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1990 çулта доктор диссертацине хÿтĕлет. Василий Кириллович 300 наука ĕçĕсен, 14 монографипе вĕренÿ пособийĕсен авторĕ. Вăл ертсе пынипе 14 доктор диссертацине тата 37 кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. В.Кириллов ЧР наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ.
Валерий Кузьмич Кузьмин Хусанти Аслă çар артиллери училищине, çарпа сывлăш академине вĕренсе пĕтернĕ.
Пинер тăрăхĕнчен тухнă çар çыннисем чылай. Акă Иван Федорович Федоров полковника илер-ха. Вăл 1948 çулта çар ретне тăнă. 1949 çулта Украинăра офицерсем хатĕрлекен шкулта пĕлÿ илнĕ. Туркменире пограничниксен çарĕнче застава начальникĕ пулнă.
Василий Федорович Федоров Хусанти юридици институтне вĕренсе пĕтерет, Чăваш АССРĕнчи адвокатсен коллегийĕн председателĕ пулса ĕçленĕ.
Николай Григорьевич Андреев 1989 çулта Хусанти Аслă Çар танк училищине вĕренсе пĕтернĕ, полковник звание тивĕçнĕ.
Пинер ял тăрăхĕнчен тухнă ял хуçалăх отраслĕнче, культура ĕçĕнче палăрнă çынсем сахал мар. Кунта çуралса ÿснĕ Юрий Геннадьевич Зарев ЧАССРăн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, Валентина Васильевна Королькова Мари АССРĕн тава тивĕçлĕ артистки ятсене тивĕçнĕ.
Пинер тăрăхĕ чаплă спортсменсемпе пуян. Вĕсем Олимп вăййисенче, Пĕтĕм тĕнчери, Союзри, Раççейри спорт ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем туса хăйсен пĕчĕк çĕршывне чапа кăларчĕç. Маунтинбайк енĕпе спорт мастерĕ, Европа тата Тĕнче чемпионачĕсен участникĕ, Раççей командин членĕ Руслан Боредский Санкт-Петербургри «Олимп шанчăкĕсем» олимп резервĕсен училищинче ăс пухать, республика, Раççей кубокĕшĕн кĕрешсе яланах призлă вырăнсене çĕнсе илет.
Спорт мастерĕн кандидачĕсем: çăмăл атлетика енĕпе Ю.Семенов, С.Семенов, С.Андреева, шывра ишессипе О.Иванов, маунтинбайк енĕпе И.Ильин пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Çăмăл атлетика енĕпе С.Семенов, В.Боредский Раççей чемпионĕсем пулса тăчĕç.
Вĕрентекенсен ăсталăхĕ иксĕлмест
Чи хаклă пуянлăх вăл - çынсем. Хальхи вăхăтра çынна вăй пуррипе çеç мар, ăс-хакăл пуянлăхне, творчествăлла аталанăвне кура хаклаççĕ. Çак енсене аталантарма вĕрентекенсем пулăшаççĕ. Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта унччен кунтан вĕренсе тухнисем халĕ ачасене паха пĕлÿ пама тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта 15 вĕрентекен тата шкул çумĕнчи ача сачĕн икĕ воспитателĕ тăрăшаççĕ.
1954 çултан пуçласа 2013 çул таранччен асăннă шкултан 1968 вĕренекен пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен кашни пурнăç çулĕ çине тăрса çĕршыва юрăхлă граждансем пулса тăнă.
Г.Чернова,
директор заместителĕ.
Олимп чемпионĕ
Бокс енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, СССР Кубокĕн çĕнтерÿçи, тăватă хут СССР чемпионĕ, XIX Олимп вăййисен чемпионĕ Валериан Сергеевич Соколов Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ, инженер-механик квалификацине тивĕçнĕ. 1977 çулта Ленинградри çар институчĕн адъюнктурине вĕренсе пĕтернĕ. Тренерта вăй хурать. Полковник званипе отставкăна тухать.
Раççей профессиллĕ бокс федерацийĕн вице-президенчĕ пулнă. Ăна хисеплесе Шупашкарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тата пĕр урама унăн ятне панă.
Тăван тавралăхне те, тăван чĕлхене те манмасть
Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнă манăн аннен шăллĕ - Николай Петрович Григорьев (вăл 1955-2008 çулсенче пурăннă пулнă) тата аттен пиччĕшĕ Анатолий Семенович Семенов ( халĕ вăл Украинăра пурăнать) - чăннипех те мухтава тивĕçлĕ пулнă. Анатолий Семенович 1945 çулта Пинер ялĕнче, колхозниксен çемйинче çуралнă. Çичĕ çул тултарсан пĕрремĕш класа кайнă. Тăрăшулăхпа палăрса тăнă вăл класра. 1959 çулта ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Екатеринбургри «Уралмаш» завод çумĕнчи ремесленнăй училищĕре вĕреннĕ. Унтан вĕренсе тухса алла диплом илсен 1962 çулта «Уралмаш» заводра ĕçлеме тытăнать. 1964 çулта вара Севастопольти инженерипе Тинĕс-Çарĕн аслă училищине вĕренме кĕрет, ядерлă энергетика установкисен инженерĕ специальноçне алла илет. 1969 çулта ăна Çурçĕр флотне шыв айĕнче çÿрекен атомлă кимĕ çинче службăра тăрать. 1983 çулта ăна сывлăх хавшанине пула демобилизациленĕ. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа, пур яваплăхпа пурнăçланăшăн А.Семенова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе икĕ хутчен тата медальсемпе наградăланă. Мăшăрĕпе, Нина Викторовнăпа, икĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вăл тăван тăрăха кашнинчех килсе каяймасть пулин те, юратнă чăваш чĕлхине, тăван шкула манмасть. Халĕ Анатолий Семенович мăнукĕсене воспитани парать, чăваш чĕлхипе калаçма та вĕрентет, юртанă шкул çинчен каласа парать.
Т.ПЕТРОВА.
Источник: "Урмарская районная газета"