31 августа 2013 г.

Районти Культура çуртĕнче иртнĕ учительсен августри канашлăвне РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Г.Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, РФ наукăпа халăха вĕрентес ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Чăваш Республикин республикăри комитечĕн председателĕ З.Степанова, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хутшăннă.
Тĕп докладпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ. Вăл «Федераллă патшалăх стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн ачасене хушма пĕлÿ тата воспитани парассин аталанăвĕн малашлăхĕ» темăпа анлă доклад турĕ.
«Хальхи йышши шкул - вĕренÿ заведенийĕ çеç мар, вăл пурнăç шкулĕ те. Пирĕн тĕп тĕллев - ачасене пахалăхлă пĕлÿ парассипе пĕрлех тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшасси», - терĕ Ю.Соколов хăйĕн докладне пуçланă май. Юрий Васильевич палăртнă тăрăх, çÿлерех асăннă тĕллевсене пурнăçлама ятарласа Федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕ йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн районти шкулсенче пуçламăш классенче вĕренекенсенчен 18,61 проценчĕ çак вĕрентÿ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн пĕлÿ илет. Кăçалхи сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен пĕрремĕш класа каякан 221 ача вĕсен йышне хутшăнĕ. 2018 çул тĕлне Федераллă патшалăх стандарчĕпе 85 процента яхăн шкул ачи вĕренме тытăнĕ. Малашлăхра шкулсенче ачасене паха пĕлÿ панисĕр пуçне воспитани парас енĕпе те пысăк ĕçсем тума палăртаççĕ. Кунта уйрăмах хушма пĕлÿ парасси те кĕрет. Хальхи вăхăтра пирĕн районта ку енĕпе 4 вĕренÿ учрежденийĕ ĕçлет. Вĕсенче 60 пĕрлешÿ шутланать, 1550 ача хушма пĕлÿ илет.
Районти шкулсен пурлăхпа техника базине çулсеренех çирĕплетсе пыраççĕ. Ку енĕпе патшалăх вĕрентÿ системи валли укçа-тенкĕ чылай уйăрать. Акă иртнĕ çул районти шкулсем валли 8211,58 пин тенкĕ уйăрнă.
«Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенчи столовăйсене çĕнетесси çинчен» программăпа килĕшÿллĕн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкула район бюджетĕнчен - 709,1, Энĕшпуçĕнчи, Кивĕ Вăрмарти вăтам, Чупайĕнчи, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем валли федераллă бюджетран 3159,8 пин тенкĕ уйăрнă.
Чи пĕлтерĕшли - 160 ача вырнаçмалăх Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула хăпартни. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çак капмар та хитре шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланĕ. «Шкул автобусĕ» программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул Чулкас, Кавал, Мăнçырма, кăçал Мăнçырма, Пысăк Енккасси шкулĕсем валли çĕнĕ шкул автобусĕсем килнĕ.
Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ системинче юлашки 10 çул хушшинче чылай ырă улшăнусем пулнине палăртрĕ Ю.Соколов, çавăн пекех малашлăх тĕллевĕсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Районти вĕрентÿ ĕçченĕсене çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламланă май Юрий Васильевич вĕсене малашне те çитĕнÿ çулĕпе пыма çирĕп сывлăх сунчĕ.
Вĕрентекенсене çавăн пекех çывхарса килекен Пĕлÿ кунĕпе Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков саламларĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре çемье тата вĕрентекенсем пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех шкул ачисене хушма пĕлÿ парассипе майлă условисем туса памаллине, ку енĕпе ÿнер шкулĕсем, ачасен пултарулăх çурчĕ, спорт шкулĕсем ытларах ĕçлемеллине каларĕ. Ачасем ăс-хакăл, кăмăл-сипет, сывлăх тĕлĕшĕнчен ырă-сывă çитĕнмеллине палăртрĕ. Вĕрентÿ ĕçченĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, çĕнĕ ÿсĕмсемпе çитĕнÿсем сунчĕ.
Вĕрентекенсен августри канашлăвĕнче РФ Федераци Пухăвĕн федераци Канашĕн членĕ Г.Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова тата ытти яваплă çынсем тухса калаçрĕç, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунă ĕçченсене Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.