24 августа 2013 г.
тет Кивĕ Шулханта çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Анна Алексеевна Алексеева хăйĕн сумлă юбилейне паллă тунă май.
Çак паллă кунпа ăна Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, заместителĕ Л.Голубева саламларĕç, РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕç, район, фабрика аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн Вăрмар район администрацийĕ ятĕнчен тав сăмахĕ каларĕç, хурçă пек çирĕп сывлăх сунчĕç.
Анна Алексеевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче станочница пулса ĕçленĕ. Коллектив умĕнче вăл яланах пысăк хисепре пулнă. А.Алексеева ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха тăрса юлнă хăйсен тăванĕн хĕр ачине пăхса ÿстернĕ. Ăшă кăмăллă, сăпайлă пулнипе палăрса тăрать ватă кинеми. Хăйĕн чун ăшшине вăл çынсене парать. Эппин пултаруллă та маттур кинемине 100 çула çитме çирĕп сывлăх сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.