24 августа 2013 г.

10 çул хушши ĕнтĕ Чăваш Республикинчи ентешсен пĕрлешĕвĕ тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем енĕпе «Туслăх Кубокĕ» турнир ирттерет. Туслăх пĕрлештерет, çавăнпа та кашни район хăйĕн чысне тивĕçлипе хÿтĕлесшĕн.
Виçĕ çул хушши Вăрмар футболисчĕсем пĕрремĕшсем пулнă, волейболистсен команди кăçал 9-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле зачетпа пирĕн район команди 2-мĕш пулнă. Вăйă çăмăл иртмен, апла пулин те пирĕн спортсменсем, вĕсем вара пĕрремĕш хут кăна мар футбол «уйне» тухаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿсем тĕрлĕ турнирсенче сахал мар тунă. Темле пулсан та ентешлĕхсем хушшинче иртекен ăмăрту хăйĕн пĕлтерĕшлĕхĕпе палăрса тăрать. Юттисемпе выляни пĕр япала, кунта вара чăвашсем хушшинче хăв чи пултаруллă пулнине кăтартасси тата пысăк сум парать. Çавăнпа та çивĕччĕн иртнĕ те ĕнтĕ турнирсем вăхăтĕнчи ăмăрту.
Турнира ирттерме «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организаци, унăн вице-президенчĕ В.Нягин пысăк тÿпе хывать. Ытти ентешсем те айккинче юлмаççĕ. Футболистсене Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ А.Тимофеев тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăрать. Пулăшса пырсан ентешсем татах та пысăк çитĕнÿсем тăвас шанăç пур.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.Григорьев.