АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçлекенĕн ÿсĕмĕ те кăтартуллă

24 августа 2013 г.

Тăрăшса ĕçлекенĕн ÿсĕмĕ те кăтартуллă

Энĕшпуç ял тăрăхĕнче вырнаçнă тата çĕрпе тухăçлă ĕçлесе пыракан тĕрлĕ сăпатлă хуçалăхсем сахал мар. Çапах та вĕсенчен пĕрне тĕрлĕ йывăрлăхсене пăхмасăр çулсерен ÿсĕм çулĕпе малалла талпăнакан «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхне уйрăммăн палăртса хăварас килет. Мал ĕмĕтлĕ хуçалăхăн пуçлăхĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурисемсĕр пуçне çĕр улми çитĕнтерессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Палăртнă хуçалăх 437 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварнă. Вĕсенчен 260-шĕ çурхи, 80 гектарĕ - тулă, 97-шĕ - урпа. Унсăр пуçне 75 гектар çинчи лаптăка çĕр улми йышăнать.

Эпир пынă вăхăтра Атайкасси ялĕ çывăхĕнче 47 гектар йышăнакан лаптăкра «Вектор-410» комбайн юлашки çаврăмсем тăвать. Акă комбайн бункерĕ çĕнĕ тырăпа тулчĕ, çийĕнчех КамАЗ автомашина кузовĕ çине тултарма тытăнчĕ. Çав вăхăтрах уя «Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн мăшăрĕ И.Иванов ( вăлах хуçалăх ертÿçисенчен пĕри) килсе çитрĕ. Вăл механизаторсем валли кăнтăрлахи апат илсе килчĕ. Апатланса илнĕ хыççăн çĕр ĕçченĕсем ĕçе пуçăнчĕç, комбайн малалла тапранса кайрĕ. «Механизаторсен ĕçĕпе кăмăллă.«Хир карапĕн» штурвалĕ умĕнче А.Алексеев ăста комбайнер. Комбайнер пулăшуçинче А.Тукмаков çамрăк тăрăшса ĕçлет. Туслă экипаж кунне 25-35 гектар çинчен тырра вырса тĕшĕлет. Тухăçĕ те кăçалхи çулпа танлаштарсан япăхах мар, гектартан 19-20 центнера яхăн. Вырма пуçламăшĕнче ытларах тухни те пулнă. Пуçтарса илнĕ тырра «Апат-çимĕç фончĕ» тата «Чăвашçăкăрпродукт» акционерсен уçă обществин районти тырă йышăнакан пунктне турттаратпăр. Çанталăкĕ уяр тăрсан çак кунсенчех вырмана вĕçлĕпĕр», - терĕ Иван Геннадьевич хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май. Чи малтанхи йĕркерех эпир хуçалăх тĕш тырăсăр пуçне çĕр улми те çитĕнтерет терĕмĕр, çавна май «иккĕмĕш çăкăр» анине çул тытрăмăр. Энĕшпуç ялĕ çумĕнчи уйра çĕр улмине пуçтарас ĕç пырать. Хуçалăх ытларах «Каратоп», «Импала», «Розара», «Ред Скарлетт», «Удача» сортсемпе ĕçлет. Иртнĕ кунсенче ир çитĕнекен сортсене пухса тирпейленĕ. Халĕ «Удача» ятлăскерне кăларма пуçланă. Кашни кунах çĕр улми пуçтарма 20-25 çын хутшăнать. Çакна та палăртмалла: «иккĕмĕш çăкăрăн» çÿлерех асăннă сорчĕсем кăçал ăнăçлă çитĕннĕ. Вăтам тухăç гектартан 180-200 центнерпа танлашать. Апла пулсан агротехникăлла мĕн пур мероприятисене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланипе тунă çак çитĕнĕве Энĕшпуçсем. Паллах, çак çитĕнĕвĕн тухăçне тĕрĕс-тĕкел, вăхăтра пÿлмене кĕртсен тата тупăшлă вырнаçтарсан кăна çĕр ĕçченĕн ĕçлени харама каймĕ. Вара шалăвĕ те, çĕнĕ техники те, ĕç вырăнĕ те, ял пуласлăхĕ те пулĕ. Çапла пуласса эпир пачах иккĕленместпĕр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: П.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика