АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун тăрăх пулĕ

24 августа 2013 г.

Енчен те Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Тăван çĕршыва тапăнса кĕрекенсенчен сыхланнă пулсан, халĕ вара нумай автомашинăсем çÿрекен çул трассисем çывăхĕнче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсене «ĕçлĕ çынсем» ярса илессинчен хÿтĕлеме лекет.

Чăваш Республикин пурлăх министерстви умне Республика Пуçлăхĕ тăратнă тĕллевсене пурнăçласа çĕр çаврăнăшĕпе çыхăннă ĕçсем саккун шайĕнче пулса иртчĕр тесе хăйĕн ĕçне туса пырать. Çак кăтартăва пурнăçланă май саккуна пăсса ĕç тунă темиçе тĕслĕх тупса палăртнă. Август уйăхĕн пуçламăш кунĕ тĕлне 175,6 гектар çĕр республика пурлăхĕ пулнине çирĕплетнĕ. Çак йышăнусемпе Чăваш Республики патшалăх тата уйрăм çынсен пурлăхне хÿтĕлес тĕлĕшпе Раççей шайĕнче те тĕслĕх пулса тăнă. Судпа çыхăннă ĕçсем çăмăл иртмен, апла пулин те çак ĕçе малаллах тĕллевлĕн пурнăçлăпăр.

Паянхи кун тĕлне патшалăх пурлăхне тавăрнă сумма 175 млн тенкĕпе танлашать. Çак çĕрсене эконом-класс çуртсем тума, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме тата нумай ачаллă çемьесене тĕллевлĕ усă курма уйăрса парĕç.

Кăçалхи августăн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра нумай ачаллă çемьесене 1325 çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Çакă вĕсене РФ саккунĕпе тивĕçтермелли лаптăксен 38 проценчĕпе танлашать. Министерство тĕрлĕ судсене тăратнă йышăнусем нумай ачаллă çемьесен 70 процентне тивĕçтерме май парĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР пурлaхпа ceр хутшaнaвeсен министерстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика