АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа сÿтсе явмалли чылай

24 августа 2013 г.

Халăхпа сÿтсе явмалли чылай

Августăн 21-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: 2013 çулхи уйри ял хуçалăх ĕçĕсем; Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăх шайĕ; Чăваш Республикинче «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ çинчен калакан» саккун шайĕнче вĕрентÿ системин тĕп енĕсем; Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2013-2014 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси.

Информкун шайĕнче пирĕн района ЧР Контрольпе шутлав палатин председателĕ Т.Минина ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ, унăн йышĕнче ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политикăн Управленийĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн консультанчĕ В.Михайлов, РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Д.Сержантов, Чăвашпотребсоз канашĕн правлени председателĕ Л.Абрамова пулчĕç.

Чи малтанах вĕсем райадминистрацин пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă Халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан нумай функциллĕ центрĕпе паллашрĕç. Унтан район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, информушкăн членĕсем амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене парас ырă йăлана кĕнĕ савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕç. Районти тата тепĕр 12 çемье çак хаклă документа алла илме пултарчĕç. Сăмах май, çак вăхăт тĕлне, 2013 çул пуçланнăранпа, пĕтĕмĕшле районти 118 çемье сертификатлă пулнă.

Пинер ял тăрăхĕнче ЧР Контрольпе шутлав палатин председателĕ Т.Минина, райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин пулчĕç. Вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕн, Пинерти культура çурчĕн, библиотекăн ĕçченĕсемпе курса калаçнă. Информкун темисене Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕсемпе сÿтсе явнă. Т.Минина вĕрентекенсене «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ çинчен» саккун шайĕнче вĕрентÿ системин тĕп енĕсемпе тата информаци кунĕ шайĕнчи ыйтусемпе паллаштарнă, райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин çак ыйтусене район шайĕнче çутатрĕ.

Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн консультанчĕ В.Михайлов ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Васильевпа тĕл пулса чи малтанах çĕнĕ вырăна куçнă ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртне çитсе курчĕç, хăтлăх кĕртнĕ çĕнĕ кабинетсемпе паллашрĕç, çак çуртрах вырнаçнă модельлĕ библиотекăна кĕрсе тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Кунта Т.Андронникова информушкăн членĕсене Пысăкенккассисене, пĕтĕмĕшле ялта пурăнакансене пăшăрхантаракан ыйтусемпе паллаштарчĕ. Ялти аптекăна хупса ун вырăнне уйрăм çын предпринимательсем лавкка хута яни, çемье тухтăрĕн офисĕнче койка-вырăнпа выртса сипленме май çукки, Пысăк Енккассинчен Вăрмар поселокне автобуспа ларса каймалли чарăну вырăнĕ инçе вырнаçни, сĕт хакĕ йÿнĕ пулни хумхантарать ял çыннисене.

Информушкăн членĕсем çак ыйтусене шута илсе çывăх вăхăтра хуравсем пама, май килнĕ таран лару-тăрăва улăштарма шантарчĕç.

М.Пуклаковпа В.Михайлов Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти вĕрентекенсемпе тĕл пулса информаци кунĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç, «Сергеев В.М.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курчĕç, ялти лару-тăрупа çывăхрах паллашрĕç.

Ĕçлĕ çул çÿреве малалла тăсса вĕсем Саруй ялĕнчи пулас фельдшерпа акушер пунктĕнчи, ял библиотекинчи, культура учрежденийĕнчи юсав ĕçĕсемпе паллашрĕç. Çавăн пекех вĕсем Саруйĕнчи райпон, уйрăм çын предпринимателĕн «Ручеек» лавккин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕç.

Кĕлкеш ялĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнче РФ юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ Д.Сержантов, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов Кĕлкеш ял тăрăхĕн администрацийĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса вырăнти халăхпа тĕл пулчĕç. Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах Кĕлкеш ял тăрăхĕн администрацине пулчĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Борцов ялăн экономика аталанăвĕпе тата социаллă пурнăçĕпе паллаштарчĕ, çивĕч ыйтусем çинче те, вĕсем вара чи хумхантараканнисем, чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен пĕри - ял тăрăхĕнче хытă сийлĕ çул-йĕр тăвасси, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. В.Борцов ку ыйтусемпе ял тăрăхĕн администраци май пур таран хăш-пĕр ĕçсене пурнăçланине палăртрĕ, анчах та вырăнти хăй тытăмлăхĕн укçа-тенкĕ çитсе пыманнине хальхи вăхăтра ку ĕçсене туса пыма май çукраххине палăртрĕ. Ĕçлĕ ушкăн унтан Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ, Пĕрлехи информаци кунĕн темисене çутатрĕ. «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Хушупа килĕшÿллĕн асăннă шкул 2 миллион та 500 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Çак укçа-тенкĕпе шкулăн чÿречисене пластик рамăсемпе улăштарнă. Унсăр пуçне шкулăн спортзалне пĕтĕмпех çĕнетнĕ, санузел вырнаçтарнă. 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче кунта пĕрремĕш класра 9 ача пĕлÿ пухма тытăнĕ. Пурĕ 62 ача вĕренме килмелле.

РФ юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ Д.Сержантов вĕрентекенсемпе ирттернĕ тĕл пулура «ЧР вĕрентÿ çинчен» калакан саккунпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ача шучĕ сахалрах шкулсене те малашне укçа-тенкĕ енчен пулăшу кÿрĕç. Çавăн пекех шкул ачин апатланăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен шкулсенче ачасем икĕ хутчен апатланĕç. Ăс-хакăл тупăшăвĕсене хутшăнакан талантлă ачасене олимпиадăсемпе конкурссене кайса килме патшалăх укçа-тенкĕ уйăрĕ. Вĕренÿ пособийĕсем те тÿлевсĕр пулĕç. Çавăн пекех сывлăх сыхлавĕнче те ÿсĕмсем курăмлă. Пирĕн республикăра çĕнĕ сиплев учрежденийĕсем уçăлаççĕ, ялсенче вара фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ. Республикăра фельдшерпа акушер пункчĕ 100 тума палăртнă. «Земство тухтăрĕ» программа çамрăк врачсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтернисĕр пуçне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма та май парать. Хальхи вăхăтра республикăра 127 врач çак программăна хутшăнса чирлисене паха пулăшу парать. Ĕçлĕ калаçура вĕрентекенсенчен те ыйтусем пулчĕç. Вĕсене асăннă ял тăрăхĕнче 1 фельдшер çеç ĕçлени пăшăрхантарчĕ, мĕншĕн тесен ăна 4 яла çитсе чирлисене пăхма пĕрре те çăмăл мар.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов районти уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.

Ĕçлĕ ушкăн «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхне те çитсе курчĕ. Кăçал кунта тухăç ăнса пулнă. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 33 центнер ытла тухнă. Хальхи вăхăтра кунта «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртессипе хĕрÿ ĕççи пырать. Çĕр улми уйĕсенче эпир пынă вăхăтра 120 çын ĕçлетчĕ. Кунта Кĕлкеш, Çитмĕш, Анаткас, Вăтакас, Пинер тата ытти ялсенчен халăх йышлă пуçтарăннă. Асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕр улми те хăйĕн тухăçĕпе савăнтарать. Çĕр улмин çĕнĕ йышши «Уладар» сорчĕ пысăк тухăçпа палăрса тăрать. Ĕççыннисем михĕсене çĕр улмипе хăвăрт кăна тултарса пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан ĕççи вĕресе тăрать асăннă хуçалăхра. Ĕçлĕ ушкăн кунти ĕççыннисемпе кăнтăр вăхăтĕнче тĕл пулчĕ, Пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе кĕскен паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

Кавал ял тăрăхĕнче райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пуçлăхĕ А.Тихонов пулнă.

Энтрияль ял тăрăхĕнчи халăхпа Чăвашпотребсоз канашĕн правлени председателĕ Л.Абрамова, райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ Н.Павлов тĕл пулса калаçнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче информушкăн членĕсем информкун, халăха хумхантаракан ыйтусене халăхпа куçа куçăн сÿтсе явнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова, З.Павлова, Н.Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика