21 августа 2013 г.

Юлашки вăхăтра пирĕн пата капиталлă строительство объекчĕсен кадастр хакне пĕлес тĕллевпе нумай çын килчĕ. Эпир вĕсене çак ыйтупа тĕрлĕ консультацисем патăмăр.
Нумайăшĕ объектсене ÿстерсе хакланă терĕç, çавăнпа та кадастр хакне çĕнĕрен шутлаттарасси çинчен калаçрĕç. Пĕрле ларса канашланă хыççăн вара граждансенчен ытларахăшĕ кадастр хакне малтанхи пекех хăварни усăллăрах терĕ, мĕншĕн тесен хаклавçă патне кайса пÿрт-çуртăн рынок хакне шутлаттармалла, уншăн 2000 тенкĕрен пуçласа тÿлемелле. Практика кăтартнă тăрăх, хаклавçă объектăн хакне 200000 е 300000 тенкĕне яхăн кăна пĕчĕклетме пултарать, çавна май налук 200-300 тенкĕ кăна чакма пултарать.
Кадастр хакне çĕнĕрен пăхса тухни вăл предприяти, организаци, учрежденисемшĕн усăллă, вĕсемшĕн кадастр хакĕ темиçе миллионпа танлашать.
Çакна пĕлсе тăмалла: кадастр хакĕ куçман пурлăх çине налук хума кăна кирлĕ.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕнче кадастр хакне çĕнĕрен пăхса тухма ятарласа комисси туни çинчен маларах каланăччĕ. Паянхи кун комиссие 8 заявлени кăна тăратнă. Вĕсенчен тăваттăшне пăхса тухнă, кадастр хакне пĕчĕклетме йышăннă, тепĕр 4-шĕ вара хăйсен черетне кĕтеççĕ. Шел пулин те, асăннă комисси документсене июлĕн 17-мĕшĕччен кăна йышăнчĕ.
Паянхи кун вара кадастр хакне пĕчĕклетес тесен Чăваш Республикин Арбитраж судне кăна заявлени пама пулать, кунсăр пуçне суд тăкакĕсене тÿсме тивет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.ЗАХАРОВА.