21 августа 2013 г.
Манăн сăмахăм ку хутĕнче Галя аппа пирки пулĕ. Пурнăçра унпа пĕрре çеç мар тĕл пулса калаçма тÿр килнĕ ман.
Галина Михайловна Михайлова 1933 çулта Арапуç ялĕнче нумай ача-пăчаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Пĕр тăвансем пулнă: Зинка, Юля, Луиза тата Галя. Галя аппан ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те Арапуç ялĕнче иртнĕ. 1954-мĕш çулта çак ялтах пурăнакан Василий Михайлова качча тухать. Унпа пĕр тăвансем те çак ялтах мăшăрланса çемье çавăраççĕ. Галя аппапа Ваççа пичче 4 ача (2 ывăлпа 2 хĕр) çуратса пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ.
Шел, мăшăрĕ йывăр чире пула иртерех пурнăçран уйрăлса каять. Галя аппан пĕр ывăлĕ Коля сарăмсăр вилет. Галя аппан чĕрине калама çук пысăк хуйхă амантмаллипех амантса хăварать. Тарăн йĕр хăварать.
Вăл колхозра вăй хунă, тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнчи, ун хыççăнхи çулсене аса илесшĕн мар ветеран. Ун чухне пурне те йывăр пулнă. Галя аппа те ваттисемпе пĕрле уйра тырă вырнă, вăрман каснă, суха тунă. Кайран вара Вăрмар больницин инфекци уйрăмĕнче пĕр улшăнмасăр 16 çул хушши санитаркăра ĕçлет. Унтанах ăна пенсие ăсатаççĕ. Пенсие тухсан та колхоз, ял совет кантурĕсенче техничкăра ĕçлет. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ăна лайăх, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн нумай грамотăсемпе хаклă парнесем парса чыс тунă.
Аппапа пĕр тăвансем вилсе пĕтнĕ ĕнтĕ, анчах та вĕсен ачисем тăван йăхне малалла тăсаççĕ. Галя аппан аслă хĕрĕ, Валя, Аслă Чак ачипе пĕрлешсе çак ялтах пурăнать. Ун çинчен ырă сăмахсем çеç калама пулать. Ял çыннисем ăна хисеплесе Валентина Васильевна тесе чĕнеççĕ. Тепĕр хĕрĕ, Лена, ялтах пурăнать. Амăшĕпе тачă çыхăну тытать, пулăшсах тăрать.
Хальхи вăхăтра Галя аппа хăйĕн юратнă кĕçĕн ывăлĕпе, Юрикпе, пурăнать. Урамранах ку çуртра тасалăх, тирпейлĕх, илемлĕх юратакан çынсем пурăннине туйса илетĕн. Хăнасене яланах тарават кĕтсе илет, çепĕçлĕхĕпе тыткăна илет. Лара-тăра пĕлмен çын вăл. Хĕлле валли мĕн чухлĕ пахча çимĕç хатĕрлет. 80 çулта тесе никам та каламĕ çак хĕрарăма. Мĕн чухлĕ ăшăлăх, çынна хăй патне туртакан темĕнле асамлă вăй унра. Канмалли кунсенче е уявсенче Галя аппан ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем пÿрт тулли пухăнаççĕ. Савăнать Галя аппа вĕсем çине куççуль витĕр йăл кулса пăхса. «Пурăнасчĕ-ха, пурăнасчĕ 100 çула çитиччен, тăвансем пур чухне, Турă панă кун-çулпа», - тет ветеран.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Л.Левская.