21 августа 2013 г.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче тăрăшакан Юрий Кузнецов следователь ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ.
Оперативлă службăри хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăран вăл çитĕнÿсен çулĕпе пырать. Сăмах май, 2013 çулхи январь-июль уйăхĕсенче следователь суда уголовлă ĕçсене уçса пани çинчен калакан чылай ĕçсем тăратнă, вĕсен шутĕнче уйрăмах йывăр преступленисем те пулнă.
Акă автовокзалта вырнаçнă киоскран укçа вăрлассипе çыхăннă уголовлă ĕçре айăпланакан нимĕн те ас туманнипе çыхăнтарса яваплăхран хăтăлма пикеннĕ. Апла пулин те хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен следователь вăрланипе çыхăннă çак уголовлă ĕçе суда яма пултарнă. Суд тăрăх айăпланакана тивĕçлĕ айăплав кĕтнĕ.
Вăйпах укçа-тенкĕ ыйтса илессипе çыхăннă уголовлă ĕçре те Ю.Кузнецов следователь хăйĕн професси ăсталăхне кăтартнă. Çак уголовлă ĕçе тĕпченĕ май вăл тата тепĕр 2 преступлени уçса палăртнă: мăшкăллама тапăнни тата ют çын килне кĕни.
Ю.Кузнецов Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ вăрлама хăтланнă çынсен ушкăнне айăплав тыттарас енĕпе çирĕплетекен кăтартусем нумай пуçтарнă следователь. Çак ушкăнпа çыхăннă уголовлă ĕçе суда тăратнă, унта вĕсене суд йышăнăвĕ тăрăх айăпланă.
Çавăн пекех Ю.Кузнецов пурăнакан çуртри вăрă-хурахла ĕçе пула пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпченĕ май тата тепĕр йывăр преступление уçса палăртнă. Çак уголовлă ĕçе те суда тăратнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.Петров.