АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăла-йĕрке манăçа ан тухтăр

21 августа 2013 г.

Йăла-йĕрке манăçа ан тухтăр

Православи тĕнне ĕненекенсем август уйăхĕнче виçĕ Сăпас уявлаççĕ. Пыл Сăпасĕ августăн 14-мĕшне килет, 19-мĕшĕнче - панулми, 28-мĕшĕнче мăйăр Сăпасĕ. Пирĕн тăрăхра çак уйăхра чи анлă паллă тăвакан уяв - улма Сăпасĕ.

Ăна халалласа кашни чиркÿрех кĕлĕсем ирттереççĕ, панулмие çветит тăваççĕ. Чиркÿ уявĕ православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пĕтĕмĕшле праçник пулса пырать. Кăçал та акă Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре вăл хаваслă иртрĕ. Райадминистрацин культурăпа спорт, архив ĕçĕн пайĕн ĕçченĕсем йĕркеленипе - вăл чылай ача асĕнче юлĕ. Юмах сăнарĕсен тумне тăхăннă Вăрмарти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем ача сачĕсене çÿрекен хăнасене кĕтсе илсе тĕрлĕ вăйăсене хутшăнма чĕнчĕç. Панулми пекех çаврака вăйă карти турĕç уява хутшăннисем. Вăл кăçал çак çимĕç питĕ ăнса пулнине те, пурте алла-аллăн тытăнса пымаллине те пĕлтерчĕ. Ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем площадьрех Сăпас уявĕсемпе паллаштаракан кĕнекесемпе журналсен куравне хатĕрленĕ, кунтах вĕсем çамрăксене вĕсен историйĕпе, пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕç. Шăранакан юрă-кĕвĕ чун-кăмăла татах та çĕклерĕ. «Аваллăха пĕлмесен малашлăх çук», - тенĕ ĕмĕртен. Аса илтерсе тăрсан, йăла-йĕркесене манмасан унăн тăсăмĕ яланах пулĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Толматов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика