АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят - ылтăнран çутă

21 августа 2013 г.

Ырă ят - ылтăнран çутă

Тепĕр чухне больницăна ку е вăл ыйтупа килсессĕн кун иртсе те каять. Ялтан килнĕскерсене вара автовокзала автобус тапранса кайиччен çитмешкĕн вăхăт кирлĕ. Халĕ вара больницăна хирĕçех Мăнçырма, Тикаш тата çав енчи ытти ялсене çÿрекен автобуссемпе каймалли ятарлă чарăну вырăнĕ пур.

Автобус кĕтнĕ вăхăтра çумăртан пытанма, ларса канма та пулать. Чарăну павильонне вара пĕр ырă çын пурнăçа кĕртнĕ. Больницăна хирĕç курăк çинче автобус кĕтсе ларакансене курсан чунĕ ыратнă унăн. Ырă ĕçе пурнăçа кĕртмешкĕн ĕç хатĕрĕсем пур, çитмен материалĕсене тупма пулĕ тенĕ вăл чарăну павильонĕ туса лартас шухăша пуçра çавăрттарнă май.

Сăмахăм поселокра кантăк касассипе ĕçлекен Вячеслав Риксович Волков çинчен пырать. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнчен ирĕк илсе вăл ырă кăмăллă ĕçе тытăннă.

Çапла юлташĕсене те явăçтарнă çак ĕçе, кĕске вăхăтрах поселокра профпăрăхсенчен, поликарбонатран тунă хулари пекех илемлĕ чарăну вырăнĕ пулса тăнă. Ларса канмалли ларкăча та хăех тунă.

Халăх савăнăçĕ мĕн тери пулни каламасăрах паллă. Чунтанах савăнаççĕ ялсенчен поселока килекен çынсем çак пуçарулăхшăн, ăна туса лартнă Вячеслав Риксовича чунтан тав тăваççĕ.

Поселокри çĕнĕ чарăну вырăнĕ хута кайнăранпа хăйĕн хакне чăннипех çирĕплетрĕ, çак вăхăт хушшинче нумай ырă сăмах илтме тÿр килчĕ Вячеслав Волковăн.

Поселокри тĕп площадь енчен Ленин урамĕпе пынă чухне кам «Просто улыбнись» тесе çырса хунă тĕкĕре асăрхаман тата унта пăхса йăл кулман çын сахал юлчĕ пулĕ. Унăн авторĕ те шăпах В.Волков. «Ырă ĕç ик ĕмĕр пурăнать» текен каларăша чăннипех пурнăçа кĕртме пултарчĕ вăл.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика