АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕннинчен лайăххи çук

21 августа 2013 г.

Ял хуçалăх техникине çĕнетсе пыни, ĕçе механизацилени ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕпе пахалăхĕ çулсерен ÿснине çирĕплетсе параççĕ. Çав хушăрах хальхи шайри пĕр вăхăтрах темиçе ĕç тума май паракан техника пулмасан ял хуçалăхне аталантарма самаях йывăр.

Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕ ял хуçалăхĕнче туса илекен продукцин конкурентлăхне ÿстерес тĕллевпе юлашки вăхăтра вуншар-вуншар çул каялла туяннă тата кивелсе çитнĕ хатĕрсене улăштарма май парать. Çавна май çĕнĕ йышши техника тÿрех кивелнĕ темиçе техникăна пăрахăçлаттарма пултарать. Статистика та çакна аван çирĕплетсе парать.

2011 çулпа танлаштарсан, ял хуçалăх организацийĕсенче шутланнă техникăн энергетика хăвачĕ (акакан 100 гектар çĕр пуçне) пĕлтĕр 6,1 процент ÿснĕ, выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайнсен 16,5 процент чакнă е 58 единица чухлĕ. Тĕш тырă пухмалли тата çĕр улми кăлармалли комбайнсем тĕлĕшпе те лару-тăру çавăн пекех. Çакнашкал техника паркĕ çÿлерех асăннă тапхăрта 35,7 тата 10,2 процент чакнă, тĕш тырă пухмалли комбайнсен шучĕ республикăра 631 единицăна çитнĕ, çĕр улми кăлармаллисен - 97. Тракторсемпе косилкăсен шучĕ те самаях чакнă. Çакăнпа пĕрлех кивелсе çитнĕ техникăна çулсерен шутран кăларса хуçалăхсем çĕннисене, модернизациленисене, усă куракан çĕр лаптăкĕсен шутне ÿстерме май параканнисене туянаççĕ. Сăмахран, мĕн пур йышши категориллĕ хуçалăхсенче çĕр лаптăкĕ 2013 çулта, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 0,9 процент ÿснĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен анисем - 7,4 процент. Çавна май тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен акмалли çĕр лаптăкĕсем те 17,1 процент ÿснине палăртмалла.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МАКСИМОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика