21 августа 2013 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкар хулинче Гемодиализ центрне уçма хутшăннă.
Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - клиника строительствине инвесторсем вун-вун миллион тенкĕ янă. «Пациентсем хăтлă та хальхи условисенче сипленме пултарччăр тесе юлашки икĕ çулта сывлăх сыхлавне аталантармашкăн 5 млрд яхăн тенкĕ хывнă. Пÿре чирĕпе нушаланакансем асăннă центрта пысăк технологиллĕ пулăшу илеççĕ. Çапла вара кун-çула тăсаççĕ. Гемодиализ центрĕн ĕçченĕсене ăнăçу сунатăп, пациентăрсем сирĕн патран тав туса тухса каясса шанатăп», - тенĕ М.Игнатьев.
М.Игнатьев Республикăн клиника больницин гемодиализ уйрăмĕнче халĕччен сипленнисемпе - центр пациенчĕсемпе калаçнă, вĕсене ырлăх-сывлăх суннă.
Республикăра уйрăм çын-патшалăх партнерлăхĕн никĕсĕ çинче нимĕçсен «Б.Браун Авитум Руссланд» фирмипе хальхи йышши диализ центрĕ уçни амбулатори программипе гемодиализ кирлĕ мĕн пур пациента медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтерме май парать. Кунта вĕсене виçĕ сменăпа тата çирĕп стандартпа йышăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра пÿрен вăраха кайнă чирĕпе нушаланакан 500 пациента (вĕсем 17-65 çулсенче) нефролог тухтăрсем сăнаса тăраççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ИЛЬИНА.