17 августа 2013 г.
Иккĕмĕш Сăпас - Преображени. Августăн 19-мĕшĕнче - пурте пĕлекен панулми Сăпасĕ. Çак кун çамрăк çимĕçе (пахча çимĕçпе улма-çырлана) çветит тăваççĕ.
Уявччен пиçсе, сĕткенпе тулса çитнĕ панулмие татса çиме юраман. Кĕтнĕ кун Турă хăйĕн вĕренекенĕсемпе Фавор ту çине хăпарса çĕнелет. Çутă та сăваплă кун чиркÿре пиçсе çитнĕ панулмине çветтуй шывпа пĕрĕхсе çветит тăваççĕ. Чиркÿре пулнă хыççăн уяв кил-йышра тăсăлать. Чи малтан чиркÿре çветит тунă çимĕçе çиеççĕ. Кил хуçи арăмĕсем пан улмирен, тĕрлĕ çырларан кукăль пĕçереççĕ. Иккĕмĕш Сăпас хресчене чунтан савăнтаракан вăхăт: уй-хирте, пахчара пур çимĕç тенĕ пекех пиçсе çитнĕ, вăл ăнса пулнăшăн Турра тав тăваççĕ. «Çак кун хĕл тапхăрĕ мĕнле пулассине палăртать» тесе ĕненнĕ. Хирте кĕрхи тырă акнă. Сăпасра хĕл валли алсыш çыхма, кĕрĕк хатĕрлеме хушнă. Хресчен Турăран тухăçлă пахча çимĕç, улма-çырла пухса кĕртме пулăшу ыйтать. Турă чиркÿ урлă пысăк тухăç илме пиллет.
Çак Сăпас Преображени кунĕпе пĕр килет. Таса Чиркÿ çимĕçсене çветит туса çимĕçсенчен çылăхсене илсе пăрахать, çавна май çынсене вĕсене тутанса ырă ĕçсем тума хавхалантарать. Таса чиркÿ çветит тунă çимĕç çынсен чунĕсене те тасатса кăлартăр тесе Турăран пулăшу ыйтать. Çветит тунă çимĕçсене тутанса пăхсан вара çыннăн сывлăхĕ те çирĕпленĕ, пурнăçĕ те тăсăлĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"