АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл хурчĕ хуçине пăхса пыл тăвать

17 августа 2013 г.

Пыл хурчĕ хуçине пăхса пыл тăвать

Иртнĕ кунсенче Кавалти Таратинсен утарĕнче (ялта ку вырăна Серентей теççĕ) Вăрмар, Тăвай, Куславкка районĕсенчи, Тутар республикинчи 60 ытла хурт-хăмăр ăстисем семинара пухăнчĕç. Пыл хурчĕсен хуçисен сÿтсе явмалли, ыйтса пĕлмелли яланах нумай. Кăçал пыл тухăçĕ хурт-хăмăр ăстисене савăнтарать.

Семинара хутшăнакансене чи малтанах район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, «Хурт-хăмăр ăстисен агентстви» АУО генеральнăй директорĕ Г.Максимов саламларĕç. Д.Иванов районта пыл хурчĕсем ĕрчетесси аталанса пынине, хурт-хăмăр ăстисем хушшинче çамрăксем ытларах пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Дмитрий Геннадьевич район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе хурт-хăмăр ĕрчетекен Ю.Таратинăна, Н.Кузнецова Тав хучĕсемпе чысларĕ. «Хурт-хăмăр ăстисен агентстви» АУО генеральнăй директорĕ Г.Максимов та Ю.Таратинăна хурт-хăмăр ĕрчетсе тĕрлĕ продукци туса илессипе активлă ĕçленĕшĕн, Кÿкельти Ф.Адиятулина, Вăрмар районĕнчи В.Ефимова пысăк пахалăхлă пылпа нумай тивĕçтернĕшĕн Хисеп грамотисемпе парнесем пачĕ, И.Таратина асăнмалăх хăй çырнă «Пчеловодство в Чувашии» кĕнекине парнелерĕ.

2012 çулта «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программине хутшăнса Таратинсем 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак укçа-тенкĕпе вĕсем çĕнĕ трактор, пыл хурчĕсем туяннă. Хурт-хăмăр ĕрчетекен Таратинсен династийĕ 200 çула яхăн пырать. Юлия Михайловнан амăшĕ Екатерина Никифоровна та семинара хутшăнчĕ, хăйĕн пурнăç çулĕпе паллаштарчĕ. 30 çул ялти хуçалăхра утарта ĕçленĕ вăл. Юлия Михайловна мăшăрĕпе, ачисемпе пĕрле ĕçлеççĕ, çулталăкне 30-40 яхăн пыл хурчĕсен çемйисене сутаççĕ. Пултаруллă хĕрарăм хăйсен ĕçне пуçарса яриччен ялти хуçалăхра хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçленĕ, хуçалăх саланса кайсан вара çемйипе ĕçлеме тытăннă. «Хурт-хăмăр ăстисен агентстви» АУО генеральнăй директорĕ Геннадий Антонович хурт-хăмăр ăстисене пыл хурчĕсене пăхассипе çыхăннă кĕркуннехи, хĕллехи ĕçсемпе паллаштарчĕ, чи анлă сарăлнă чирсемпе еплерех кĕрешмеллине ăнлантарчĕ, хурт-хăмăр ĕçне тытăнакансене усăллă канашсем пачĕ. «Вĕлле хурчĕсене кĕркунне мар, çуркунне туянсан аванрах пулĕ», - терĕ вăл. Пыл хурчĕсен пакетне (пчелопакет) туянни хурт-хăмăр ăстисемшĕн тупăшлăрах пулнине палăртрĕ.

Тĕп библиотекăн информаци уйрăмĕн заведующийĕ С.Щербакова хурт-хăмăр ĕрчетессипе çыхăннă литературăпа, «Пчеловодство для начинающих» буклетпа паллаштарчĕ. Буклетра пыл хурчĕсене сивĕ çанталăкра епле пăхмаллине, вĕллесене мĕнле хупламаллине ăнлантарса панă, интернетра кирлĕ информаци тупмалли сайтсен адресĕсене кăтартнă.

Кавал çĕрĕ çинче ăшă тĕл пулу йĕркелекенсене «Хурт-хăмăр ăстисен агентстви» АУО генеральнăй директорĕ Г.Максимов тав турĕ, малашне те пĕрле ĕçлесе пурăнасса шаннине, çакăн евĕр тĕл пулусем ирттерни хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе вăйлăрах аталанма пулăшнине пĕлтерчĕ. Семинара хутшăнакансен Таратинсен утарĕнче туса илнĕ пылпа сăйланма май пулчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика