АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаранах пĕлмелле

17 августа 2013 г.

Ачаранах пĕлмелле

Çулла - ачасемшĕн чи хаваслă вăхăт. Апла пулин те çав вăхăтра вĕсемпе инкексем пулма пултараççĕ - шкула çÿремелле мар, ашшĕ-амăшĕ ĕçре. Çакна шута илсех ĕнтĕ Вăрмар районĕнчи халăх дружини, 39-мĕш номерлĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем ВДПОн вырăнти уйрăмĕпе пĕрле вĕрентÿ ĕçĕсем ирттереççĕ. Çу пуçланнăранпах «Романтика» ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьте çак енĕпе вĕренÿ ĕçĕсем ирттернĕ. Акă августăн 12-мĕшĕнче те лагерьте хăрушсăрлăх кунне йĕркелерĕмĕр. Ачасене пушар пуçланнине асăрхасан ăçта пĕлтермелли пирки ăнлантарса патăмăр, викторинăсемпе конкурссем ирттертĕмĕр. Ачасем команда вăййисене те хаваспах хутшăнчĕç, ушкăнпа хаваслăн ăмăртрĕç, туптармăшсен ыйтăвĕсем çине чи малтанах хуравлакансем парнесене тивĕçрĕç. Пушар хуралĕн начальникĕн заместителĕ Д.Платонов пушар машинин тытăмĕпе, вăл мĕнле ĕçленипе тĕплĕн те ăнланмалла паллаштарчĕ. Пушар е тата урăх синкер пулас пулсан çак хăрушсăрлăхран хăтăлма май паракан тум-тирпе паллаштарчĕ. Сăмахпа ăнлантарнă хыççăн ачасем çак тум-тире (аслисем пулăшнипе паллах) тăхăнса пăхма пултарчĕç. Пушар машинисен сапакан шыв фейерверкĕ вара пур ачасене те чунтан савăнтарчĕ. Вĕренÿ вĕçĕнче хăрушсăрлăх службинче ĕçлекенсем вĕрентÿ тревоги те ирттерчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.Григорьева, 39-мeш пушар чаceн инженерe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика