17 августа 2013 г.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пурне те кăсăклантарть. Цифрăсем вара ăна тĕплĕн уçса пама пултараççĕ. Вĕсемпе райадминистрацин экономикăпа промышленноç тата суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова çичĕ уйăхри кăтартусемпе паллаштарать.
Промышленность
Çичĕ уйăх хушшинче организацисемпе предприятисем хăйсен вăйĕпе 148 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларса тиесе ăсатнă. Çакă иртнĕ çулхи асăннă вăхăтрипе танлаштарсан - 107,4 процент. Тирпейлекен производствăра ĕçлекенсен ĕçĕ те курăмлă - пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 9,2 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Ку вăл - 5 хут ытларах. Электроэнергипе газа, шыва халăха 30, 2 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Промышленноç енĕпе ĕçлекен вак предприятисем продукци туса кăларнă е предприятисемпе уйрăм çынсене 108,5 млн тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Районти пĕчĕк предприятисем туса кăларакан продукцийĕн калăпăшĕ 115, 6 процентпа танлашать. «Урмарская» КСОна илес пулсассăн çак кăтарту 187,6 процентпа шайлашать.
Августăн 1-мĕшĕ тĕлне районта юридици сăпатĕнчи 122 предприяти тата 555 уйрăм предприниматель шутланнă. Вĕсем те продукци туса кăларассипе тухăçлă ĕçлеççĕ.
Ял хуçалăхĕ
7 уйăх хушшинче районти пур шайри хуçалăхсенче чĕрĕ виçепе 1833,0 тонна аш-какай (пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 100,5 процент) хатĕрленĕ. Çак тапхăртах 9772,4 тонна сĕт суса илнĕ. Çăмарта туса илесси ÿснĕ - 5,46 млн штук. Çакă -103 процентпа танлашать.
Районта пурăнакансем «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне те активлă хутшăнаççĕ. Кил хушшинчи хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредитсем илеççĕ. 2013 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне кредит илес тесе 359 уйрăм çын заявлени тăратса 83303 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çав шутра Раççей Перекет банкĕ урлă - 123, «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществи урлă 236 хуçалăх. Çак программа ĕçлеме пуçланăранпа çăмăллатнă кредитсене 4327 хуçалăх 763,5 млн тенкĕлĕх илнĕ.
Строительство
Çурт-йĕр тăвасси те курăмлă. 7 уйăх хушшинче районта 221,2 млн тенкĕлĕх (тĕрлĕ бюджетсенчен) ĕç пурнăçланă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан вăл 113,4 процентпа танлашать. Палăртнă вăхăтра 6290 тăваткал метр çурт тунă. Пинерте 160 ача вырнаçмалăх шкул çуртне туса пĕтернĕ, Кивĕ Вăрмарти фельдшерпа акушер пунктне çитес вăхăтра хута ярĕç. «Çÿлти Кинчер - Вăтакас» ялĕсем хушшинче çул тăваççĕ. Вăрмар поселокĕнче 30 хваттерлĕ пурăнмалли çурт тума пуçланă, нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем иртеççĕ.
Суту-илÿ
Çак сферăри ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ (вак предпринимательство шайне кĕрекен организацисене шута илмесĕр) 133, 8 млн тенкĕпе е 103,3 процентпа танлашнă.
Вăрмар райповĕн суту-илÿ çаврăнăшĕ - 97,6 млн тенкĕ. Вак предприниматель шайĕнчи организацисене шута илмесен, халăха 85,6 млн тенкĕлĕх пулăшу панă.
Обществăлла апатлану
Çак сферăри тавар çаврăнăшĕ 25,3 млн тенке - иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 113,9 процента - çитнĕ.
Вăрмар райповĕн «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество кăçалхи çичĕ уйăха лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Ÿсĕмсем малашне те пуласса шансах тăрас килет.
Источник: "Урмарская районная газета"